Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьелсене çитекенни пулман

 Патăрьелĕнчи "Паттăр" ФСКара алă вăй виçессипе республикăра мала тухассишĕн 2008-2009 çулсенче çуралнă çамрăксем хушшинче ăмăрту иртнĕ.

 Спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, "Паттăр" ФСКа директорĕ Илдар Камалетдинов, республикăри армрестлинг федераци председателĕ Алексей Атласкин саламланă.

 Республикăри тĕрлĕ районти 14 -15 çулсенчи 130 ытла çамрăк 8 командăра ăмăртнă. 1-2 вырăн йышăннă спортсменсене пĕрремĕш разряд нормативне тултарнă ятпа чысланă. Çĕнтерỹçĕсене дипломсемпе тата медальсемпе хавхалантарнă.

Ăмăртура пирĕн район çамрăкĕсем те пултарулăхпа палăрнă. Хăйсен виçе категорийĕсенче 5 спортсмен çĕнтерỹçĕ пулнă. 4-шĕ иккĕмĕш, 3-шĕ виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. 9 çамрăк пĕрремĕш разряд нормативне тултарнă.

 Командăпа илес пулсан та Юхмапа Пăла тăрăхĕн спортсменĕсем пĕрремĕш вырăн йышăннă. Иккĕмĕшĕнче - Шупашкар, виççĕмĕшĕнче Комсомольски районĕсен çамрăкĕсем.

Хĕрсемпе каччăсене ăмăртăва "Паттăр" ФСКа тренер-преподавателĕсем Ильфак Алеевпа Фанис Ахметов тата Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти физкультура учителĕ Ильдар Зейнетдинов хатĕрленĕ.

Авангард



08 апреля 2022
17:46
Хроника мероприятий
Поделиться