Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Конкурс халăхсен туслăхне тата ытларах çирĕплетĕ

Апрелĕн 29-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче "Пурте санăн ятупа - пирĕн Патăрьел районĕ" ("Все именем твоим - наш Батыревский район") юрăпа-ташă фестиваль-конкурсĕ иртет. Ăна Раççейри халăхсен культура эткерлĕхĕн, Чăваш Республикинчи Мухтавлă ентешсен çулталăкĕсене тата Патăрьел районне йĕркеленĕренпе 95 çул çитнине халалланă.

 Фестивале Патăрьелĕнче вырнаçнă мĕн пур организаци (предприятисен, вĕрентỹ, сывлăх учрежденийĕсен тата ытти коллективсем те) хутшăнасса шанатпăр.

Пултаруллă юрă-ташă ăстисене 12 номинаципе хаклĕç. Çавăнпа та конкурса хутшăнакансем пĕчченшерĕн, икшерĕн, виçшерĕн, ушкăнпа юрлама, ташлама, инсценировкăсем кăтартма пултараççĕ. Условипе килĕшỹллĕн номерсене хатĕрленĕ чухне фонограммăпа (минус) усă курма ирĕк параççĕ. Фестивале хутшăнакан музыка учителĕсен, культура ĕçченĕсен пултарулăхне жюри хак памĕ, вĕсене конкурсра шута илмеççĕ.

Конкурса хутшăнакансен суйласа илнĕ номерĕ çỹллĕ шайра пулмалла, артистсем хăйсене мĕнле тытни, вĕсен тумĕ те пĕлтерĕшлĕ. Жюри вĕсене пурне те шута илĕ.

Заявкăсене апрелĕн 15-мĕшĕччен культурăпа кану центрне çак электронлă адреспа ямалла: veronica-viktoro@mail.ru .

 Юрри-кĕввине суйласа илме централизациленĕ клуб системин сасă режиссерĕ Ф. Абитов тата информаципе методика пайĕн ĕçченĕсем пулăшаççĕ. Тел: 61-9-54 тата 8-927-850-29-34.

(Йĕркелỹ комитечĕ)

Авангард



08 апреля 2022
17:42
Хроника
Поделиться