Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Иккĕмĕш вырăна тухнă

Районти Аамрăк педагогсем кỹршĕллĕ Комсомольски, Елчĕк, Шăмăршă районĕсен вĕрентекенĕсемпе волейболла выляса тупăшнă. Ăмăрту Елчĕк районĕнчи "Улăп" ФСКра иртнĕ. Ăна вырăнти вĕрентỹ системинче ĕçлекенсен профсоюз организацийĕпе администрацин вĕрентỹ пайĕ йĕркеленĕ.

Çĕнтерỹçĕ команда ятне хуçасемех тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăна пĕр очко сахалрах пухса пирĕн районти çамрăк педагогсем тухнă. Виççĕмĕш вырăна Комсомольски вĕрентекенĕсем йышăннă

 Çĕнтерỹçĕ командăсене Елчĕк район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политики пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Чернова грамотăсемпе, медальсемпе чысланă.

Авангард



08 апреля 2022
17:46
Хроника мероприятий
Поделиться