Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Бассейнра - вĕрентекенсем

"Паттăр" ФСКа бассейнĕнче районти вĕрентỹ ĕçченĕсем шывра ишессипе ăмăртрĕç. Вăл спартакиада шучĕпе иртрĕ.

Ăмăртăва вăтам шкулсенче ĕçлекенсен 5, пĕтĕмĕшле тĕп пĕлỹ паракан вĕрентỹ учрежденийĕсенчисенчен 6, шкул çулне çитмен ачасене çитĕнтерекен организацисенчен 7 команда хутшăнчĕ.

Спорта кăмăллакансене "Паттăр" ФСКа директорĕ Илдар Камалетдинов, вĕрентỹ ĕçченĕсен районти профсоюз организацийĕн председателĕ Светлана Елагина саламларĕç.

Арçынсем хушшинче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти физкультурăпа ОБЖ вĕрентекенĕ Юрий Васюткина çитекенни пулмарĕ.

Хĕрарăмсенчен Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул директорĕ Антонина Кузнецова мала тухрĕ.

Эстафетăра вара хăйсен ушкăнĕнче Сăкăтри "Родник" ача сачĕн, Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул тата Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул командисем çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçрĕç.

 А. ИВАНОВА

Авангард



08 апреля 2022
17:47
Хроника мероприятий
Поделиться