Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Техника тĕрĕслевĕ пуçланчĕ

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче çурхи ĕçсене кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерсе ярасси техникăран нумай килет. Хире тухакан "хурçă утсен", прицепсен тата кăкарса çỹремелли ытти хатĕрсен юсавлăхне çулленех ятарлă комисси тĕрĕслет. Кăçал та район администрацийĕн пуçлăхĕ мартăн 25-мĕшĕнче кăларнă 87-мĕш номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн комисси туса хунă, ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов ертсе пырать. Йышра патшалăх техника надзорĕн районти аслă инспекторĕ Илья Васильев, "Россельхозцентр" учрежденин районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи уйрăмĕн начальникĕ Олег Глухов, район администрацийĕн экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн специалисчĕсем пур.

Графикпе килĕшỹллĕн комисси апрелĕн 1-мĕшĕнче "Батыревский" хуçалăхри, Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕнчи, "Корма" çĕр ĕç фирминчи техникăна пăхнă, вăрлăхсем, минераллă удобренисем пуррипе кăсăкланнă. Тĕрĕслев малалла тăсăлать.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Авангард



05 апреля 2022
08:55
2022 год
Поделиться