Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пурнăçран уйрăлакансен йышĕ чакни савăнтарать

 2022 çулхи пĕрремĕш кварталта районти ЗАГС пайĕ мĕн пурĕ 232 акт çырнă.

Асăннă тапхăрта Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 47 ача çуралнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 13 пепке сахалтарах. Çут тĕнчене килнĕ "çĕнĕ кайăксенчен" ытларах (29) хĕрачасем.

Тăхăр мăшăра çемьене пĕрремĕш, 16-шне - иккĕмĕш, 18-шне виççĕмĕш ача хутшăннă, виçĕ ашшĕпе амăшне тăваттăмĕш, пĕрне улттăмĕш пепкене алла илнĕ ятпа саламланă.

 Пĕлтĕрхипе танлаштарсан вилекенсен шучĕ чакнă. Пĕрремĕш кварталта çак сăлтавпа 130 акт çырнă. Вĕсенчен 70-шĕ хĕрарăм, 60-шĕ арçын. Çемье пуçлăхĕсем вăтамран 67, хĕрарăмсем 83 çул пурăнаççĕ.

Виçĕ уйăхра 26 çамрăк мăшăр çемье çавăрнă, пĕлтĕрхинчен 12 сахалтарах. Арçынсем вăтамран 25 - 34, хĕрарăмсем 18 - 24 çулсенче мăшăрланаççĕ. Çак тапхăртах 14 çемье (4 ытларах) арканнă.

Ашшĕ пулнине çирĕплетекен 12, ят улшăннипе çыхăннă 3 акт çырнă.

(Хамăр корр)

Авангард



05 апреля 2022
08:49
2022 год
Поделиться