Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пултарулăх коллективĕсем - фестиваль-конкурс дипломанчĕсем

Шупашкар районĕнчи Тутаркассинче халăх пултарулăхĕн регионсем хушшинчи "Атăл ывăлĕсен юрри-ташши" ("Песни и танцы сынов Волги") фестиваль-конкурсăн гала-концерчĕ иртнĕ. Ăна Раççейри халăхсен культура еткерлĕхне тата Чăваш Республикинчи Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă.

Мероприятие Чăваш Ен культура министерствин "Трактор тăвакансен культура çурчĕ" республикăри халăх пултарулăхĕн центрĕ халăх хореографине тата инструментпа вылякансен пултарулăхне упраса хăварас тата çĕнетес, çавăн пекех арçынсене культура ĕçне хастартарах явăçтарас тесе ирттернĕ. Çавăн пекех фестиваль-конкурса халăх юррипе туслă хастарсене тупса палăртас тата вĕсене анлă сарас, вырăнти юрăçсене тимлĕх уйăрас тĕллевпе те йĕркеленĕ. Фестивальте артистсем Гаврил Федоров пултарулăхĕпе паллашнă.

Конкурс икĕ тапхăрпа иртнĕ. Вĕсене Санкт-Петербург, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен, республикăри районсенчен тĕрлĕ коллектив, уйрăм юрăçсем хастар хутшăннă. Пирĕн районти творчество коллективĕсем те пĕлтерĕшлĕ мероприятинчен айккинче юлман. Каншелĕнчи "Çăлкуç" халăх фольклор ансамблĕ инструментпа калакансен ушкăнĕнче иккĕмĕш, купăсçăсен "Салам" ансамблĕ виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Ертỹçи - Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Верликов.

Çавăн пекех чăваш юррисене шăпăрпа шăрантарнă В. Верликова "Авалхи кĕвĕ йăлине сыхласа хăварнăшăн", "Чемен" халăх фольклор ансамбльне (ертỹçи Анатолий Гаврилов) "Халăх инструменчĕпе ушкăнпа юрланăшăн" дипломсемпе чысланă.

Чăваш Ишекĕнчи В. Семенов культорганизатора, Пăлапуç Пашьелĕнчи "Пашьел" халăх фольклор ансамблĕн хастарĕсене Л. Александровпа З. Степанова, Кивĕ Ахпỹртри культура çурчĕн заведующине А. Пузырникова та культура ĕçĕнчи пултарулăхшăн дипломсем панă.

А. НИКОЛАЕВА

Авангард



05 апреля 2022
08:57
Хроника
Поделиться