Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Коронавируспа чирлекенсен йышĕ сахалланни тимлĕхе чакарма хистемест

ЮЛАШКИ вăхăтра Чăваш Енре çеç мар, пирĕн районта та коронавируспа чирлекенсен йышĕ сахалланчĕ. Анчах та çакă малашне ку тĕлĕшпе тимлĕхе чакармалли сăлтав пулмалла мар. Хăш-пĕр районта лару-тăру йывăртарах пулнине шута илсе республикăри Роспотребнадзор малашне те чиртен асăрханмалли йĕркесене пăхăнмалли пирки çирĕп асăрхаттарать. Коронавируспа ытларах пĕр çул тултарман ачасем тата 50 çултан аслăрах çынсем чирлени паллă.

Патăрьелĕнчи тĕп больницăри инфекци уйрăмĕн заведующийĕ Антонина Чернова хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх пирĕн районта та пандеми хăрушлăхĕ чакнă, хальхи вăхăтра сывлăх учрежденийĕнче 37 çын сипленет. Çуркунне хăйĕн илемĕпе тыткăнлать пулин те ултавлă. Шăнса пăсăласран асăрханас тĕллевпе пурне те çанталăка май тăхăнни, профилактика мелĕсене пăхăнни чиртен сыхă пулма çеç пулăшĕç. Çын йышлă пулакан вырăнта маскăпа çỹрени, дезинфекци хатĕрĕпе усă курни те çавăнпах çыхăннă.

Авангард



05 апреля 2022
08:51
Публикации
Поделиться