Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Асăрханăр! Вут-кăварăн чĕлхи вăрăм...

ВАТТИСЕМ вутран сыхланма, шывран упранма хушнă. Вĕсем кирек кама та икĕ тĕрлĕ пăтăрмах кăтартма пултараççĕ. Акă, темиçе кун каялла çеç Сăкăт ялĕнчи пĕр килте чутах пысăк инкек сиксе тухман. 12 çулхи арçын ача выльăхĕсем валли печка-прачкăпа апат пĕçерме пикеннĕ. Анчах та вут-кăварпа асăрханусăр пулнăран вăй илсе çунакан çулăм кăмака çăварĕнчен явăнса тухса унăн тумтирне ярса илнĕ, хăй те суранланнă. Халĕ вăл Шупашкарта пиçсе кайнисен центрĕнче сипленет.

Çанталăк типшĕрсе пынă май, пушар тухас хăрушлăх тата ытларах пысăкланать. Районти пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков кил хуçалăхĕнче мунча е кăвайт чĕртнĕ чухне хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмаллине, çул çитмен ачасене çакнашкал ĕçе явăçтарма, çунакан кăмакана хăй тĕллĕн пăрахса хăварма юраманнине çирĕп асăрхаттарать.

Авангард



05 апреля 2022
08:54
2022 год
Поделиться