Ачасем канĕç те, сывлăхĕсене те çирĕплетĕç
Патăрьелĕнчи каçхи вăтам шкулта пĕлỹ çурчĕсенче воспитани енĕпе ĕçлекен директор çумĕсемпе тата аслă вожатăйсемпе "2022 çулта районта ачасен канăвне йĕркелесси тата сывлăхĕсене çирĕплетесси" темăпа семинар иртнĕ. Мероприятие район администрацийĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен тата вĕсен правине хỹтĕлекен комиссин тĕп специалист-эксперчĕ Лариса Комиссарова, халăха социаллă тивĕçтерỹ паракан районти центрăн пай заведующийĕ Ирина Чиркина хутшăннă.
Çуллахи вăхăтра сывлăха çирĕплетмелли кампани мĕнле пынипе район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт управленийĕн методисчĕ Светлана Елагина паллаштарнă. Кăçал ачасен канăвне йĕркелеме тата сывлăхне çирĕплетме Юхмапа Пăла тăрăхне 2846,350 тенкĕ уйăрнă: хула тулашĕнчи лагерьсенче канма - 810,140, кăнтăрлахи вăхăтра çỹремеллисене валли 2036,210 тенкĕ.
Район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн кăçал 16 вĕрентỹ учрежденийĕн никĕсĕ çинче йĕркелекен лагерьсене 787 ача çỹреме пултарать. Пĕр смена тăршшĕ - 21 кун, кашни вĕренекен валли кунне 105 тенкĕ уйăрма палăртнă.
Паяна 16 шкул та санитарипе эпидемиологи экспертизи витĕр тухнă, тăххăрăшĕ Роспотребнадзор управленийĕнчен санитарипе эпидемиологи пĕтĕмлетĕвне илнĕ.
Ачасен çуллахи вăхăтри канăвне йĕркелеме тата сывлăхне çирĕплетме профиллĕ сменăсем тĕрлĕ енлĕ пулаççĕ. Района валли 37 путевка уйăрнă.
Ирина Чиркина социаллă пулăшу кирлĕ ачасем валли путевкăсем илме заявкăсем пани пирки, автомат системипе 38 заявлени регистрациленине каланă. Килĕшỹ йĕркеленĕ пилĕк вĕрентỹ учрежденине йывăр лару-тăрăва лекнĕ 70 ача çỹреме пултарать.
2021 çулта çул çитменнисен комиссийĕ пурнăçланă ĕçсемпе, йышăнусемпе Лариса Комиссарова паллаштарнă.
Семинарта каникулта ачасен канăвне йĕркелессипе тата сывлăхĕсене çирĕплетессипе тата ытларах ĕçлеме йышăну тунă.
(Хамăр корр.)
Авангард