Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пурнăç çĕнĕлĕхсем кĕртме ыйтать

 Митта Ваçлейĕячĕллĕ Первомайскинчи вăтам шкулта вĕрентỹ учрежденийĕсен ертỹçисемпе "Хальхи вăхăтри шкулти информатизаци тата цифровизаци" темăпа семинар иртнĕ. Мероприятие район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политикин, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Григорий Каллин, "Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр" хысна учрежденийĕн Патăрьел районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ Марат Айзатуллов, Чăваш патшалăх аграри университечĕн представителĕсем хутшăннă.

Çуркунне шыв-шур сарăлас хăрушлăх пуртан Григорий Каллин ачасене инкекрен асăрхаттарасси, йывăрлăха кĕрсе ỹксен тивĕçлĕ йышăнусем вăхăтра тума вĕрентесси пирки тĕплĕн ăнлантарса панă. Çавăн пекех террора хирĕçле хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмалли çинчен аса илтернĕ.

Марат Айзатуллов учреждени ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă май çуллахи каникулта çул çитмен вĕренекенсен те ĕçе вырнаçма, укçа ĕçлесе илме май пуррине палăртса хăварнă.

Чăваш патшалăх аграри университечĕн представителĕ Анастасия Обухова аслă шкула вĕренме кĕмелли условисемпе, тĕллевлĕ вĕрентỹпе усă курма пуррине каланă.

Семинарăн тĕп темине Первомайскинчи вăтам шкул директорĕ Вячеслав Чернышев çутатнă.

- Информаци технологийĕ паян кашни ĕçĕн уйрăлми пайĕ пулса тăчĕ. Хальхи вăхăтра шкул программи умĕнче вĕренекенсене паянхи обществăна, вăйлă аталаннă информаци хутлăхĕнчи профессисене юрăхлă çынсем хатĕрлес, информаци технологийĕсемпе усă курса малалла вĕренсе аталанма майсем туса парас ыйту тăрать, - тенĕ вăл.

 Программăпа килĕшỹллĕн Первомайскинчи пĕлỹ çуртĕнче вĕрентекенсемпе шкул ачисем те сăмах илнĕ.

(Хамăр корр.)

 

Авангард



01 апреля 2022
14:17
Поделиться