Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьелсем смотр-конкурс çĕнтерỹçисен йышĕнче

ЧĂВАШ Республикинчи муниципаллă районсемпе округсем, хула округĕсем физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе ĕçе мĕнле йĕркеленине хак паракан смотр-конкурса пĕтĕмлетнĕ. Кăçал çакнашкал тупăшу республикăра пуçласа иртнĕ. Унта хутшăннă 12 район хушшинче Юхмапа Пăла тăрăхĕ те пур. 2021 çул итогĕпе смотр-конкурсра Шупашкар хули пĕрремĕш вырăн йышăннă. Патăрьелсем - иккĕмĕш, Вăрнарсем виççĕмĕш вырăнсенче.

Смотр-конкурс çĕнтерỹçипе призерĕсене кубок, диплом тата сертификат (пĕрремĕш вырăншăн 100 пин тенкĕлĕх, иккĕмĕшшĕн - 75 пин, виççĕмĕшшĕн 50 пин тенкĕ) параççĕ.

Авангард



01 апреля 2022
14:11
Хроника мероприятий
Поделиться