Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьел артисчĕсем "Пушкин картти" программăна хутшăнаççĕ

 ЮЛАШКИ çулсенче Патăрьелĕнчи халăх театрĕ çынсене хăйсен пултарулăхĕпе çеç савăнтармасть, тĕрлĕрен конкурса хутшăнса хисеплĕ те сумлă ятсене те çĕнсе илет. Иртнĕ çул вĕсем тĕрлĕ халăх хушшинче йĕркеленĕ "На волне -2021" конкурс дипломанчĕ пулнă. Маларах сцена ăстисене "Национальное достояние-2020" конкурсра çĕнтернипе саламланăччĕ.

Районти культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ театр ушкăнĕ çак кунсенче Пĕтĕм Раççейри "Пушкин картти" программăна хутшăнса тата Театр кунĕ ячĕпе Александр Кăлканăн "Анисса" пьесипе куракансене савăнтарнă. Режиссерĕ - Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ работникĕ Луиза Леонтьева, лартаканĕ - Лариса Федорова. Спектакльте юратакан икĕ чĕре пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла ăнтăлни, артистсем сăнарсене ăста калăплани пурне те тыткăнланă.

Авангард



01 апреля 2022
14:13
Хроника
Поделиться