Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уçă чемпионатран - çĕнтерỹпе

ВЫРСАРНИКУН, мартăн 27-мĕшĕнче, Тутарстанри Пăва хулинче мини-футболла выляссипе уçă чемпионат пулнă. Турнира Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи "БТВ" команда та хутшăннă. Чемпионат çивĕч кĕрешỹре иртнĕ, футболистсем икĕ ушкăнпа тăватшар команда вылянă. Пирĕн район чысне хỹтĕленĕ спортсменсем финала çитсе юлашкинчен "Олимп" командăран 7:2 шутпа выляса илнĕ, çĕнтерỹпе таврăннă. "БТВ" футболисчĕсенчен Айнур Шайдуллин "Чи лайăх хỹтĕлевçĕ" ята та тивĕçнĕ.

 

 

Авангард



29 марта 2022
09:44
Хроника мероприятий
Поделиться