Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Спорт хыпарĕсем

Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСКара Чăваш Республикинчи шкул ачисен волейбол лигин чемпионачĕн пĕрремĕш тапхăрĕ иртрĕ. Унта Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски, Елчĕк районĕсен спортсменĕсем хутшăнчĕç. Вăййа арçын ачасем явăçрĕç. Пĕрремĕш вырăнта Патăрьелсен (тренерĕ Д.Сегов) команди пулчĕ. Иккĕмĕшĕнче - Комсомольски, виççĕмĕшĕнче - Елчĕк волейболисчĕсем.

х х х

Районти вĕрентỹ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт управленийĕпе çак системăра ĕçлекенсен профсоюз райкомĕ пуçарнипе спартакиада шучĕпе килĕшỹллĕн волейбол турнирĕ иртрĕ. Унта шкул çулне çитмен ачасен вĕрентỹ учрежденийĕсенчен Патăрьелĕнчи "Солнышко" ача сачĕн ĕçченĕсем, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенче вăй хуракансенчен Çĕньялсем, вăтам шкулсен вĕрентекенĕсенчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул команди çĕнтерỹçĕсем пулчĕç.

х х х

Красноармейски ялĕнче Валерий Кацов тата Виталий Степанов воин-интернационалистсене асра тытса ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен йăлана кĕнĕ турнирĕ иртрĕ. Унта пирĕн районтан 8 спортсмен явăçрĕ. Рамазан Тазетдиновпа Аяз Хисамутдинов, Амирхан Тухветуллов хăйсен виçе категорийĕсенче призерсем пулчĕç (тренерĕсем Вячеслав Спиридонов, Ильфак Алеев).

х х х

Районти 16 спортсмен В.Г.Надеждина асра тытса ирттернĕ йăлана кĕнĕ Раççей шайĕнчи Çĕнĕ Шупашкар хулинчи çăмăл атлетсен турнирне хутшăннă. Унта Первомайскинчи вăтам шкулти Александр Удалов 1500 метра иккĕмĕш, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти София Яковлева 800 метра, Владислав Клементьев 1500 метра чупса (тренерĕсем Валерий Платоновпа Лев Никитин) виççĕмĕш вырăнсене тухнă. х х х Шăнкăртам ял тăрăхĕн пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн кунти пĕрремĕш вăтам шкулта волейбол турнирĕ иртнĕ. Унта 6 команда хутшăннă. Пĕрремĕш вырăна Комсомольски районĕнчи "Кубня" ушкăн çĕнсе илнĕ. Пирĕн районти "МастерÇ" виççĕмĕш вырăнта.

х х х

Туçара В.Козлова асра тытса йăлана кĕнĕ волейбол турнирĕ иртнĕ. 4 команда выляма кăмăл тунă. Çĕнтерỹçĕсем Елчĕк районĕнчен пулнă. Патăрьел ентешлĕхĕ иккĕмĕш, Туçа ял тăрăхĕн спортсменĕсем виççĕмĕш вырăнсене тухнă.

А. ИВАНОВА

Авангард



25 марта 2022
12:40
Хроника мероприятий
Поделиться