Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Çĕнтерỹ пуйăсĕ" ачасемшĕн нумайлăха асра юлĕ

 ШУПАШКАРТИ чукун çул вокзалĕнче мартăн 19-21-мĕшĕсенче "Çĕнтерỹ пуйăсĕ" куракансене йышăнни пирки эпир хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Тăхăр вакунран тăракан пуйăспа паллашас текенсем чăннипех те нумай çын пулнă. Уйрăмах шкул ачисем унта çитсе курма ĕмĕтленнĕ.

Пирĕн районтан Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен хастарсем те (вуннăмĕш тата çиччĕмĕш классем) Наталия Сагунева вожатăй ертсе пынипе тĕп хуламăра кайса килнĕ, экспозицисемпе паллашнă. Ачасем пурте пысăк кăмăл-туйăмпа таврăннă. "Пуйăс вакунне кĕрсен эпир хамăра салтаксен йышĕнче пекех туйрăмăр. Экспонатсем пурте чăн-чăн пурнăçран илнисем. Видеопроекторсемпе ытти мультимедийлă хатĕрсем вăрçăн мĕнпур хăрушлăхне сăнласа параççĕ. Вакунсенче вăрçă умĕнхи пурнăçран пуçласа Çĕнтерỹ кунĕ таранчченхи самантсемпе тĕп-лĕн паллашрăмăр. Урăхла каласан, истори урокĕнче пĕлỹ илнине эпир пурне те музейре куçпа курса çирĕплетрĕмĕр. "Çĕнтерỹ пуйăсĕ" пирĕншĕн ĕмĕрлĕх асра юлĕ",-кăмăлтан каласа парать 10 класра вĕренекен Анастасия Попова.

Куçса çỹрекен пуйăсри экспонатсемпе Турханти вăтам шкулта вĕренекен ачасен пĕр ушкăнĕ те паллашнă, инçе çултан пурте кăмăллă таврăннă.

Авангард



25 марта 2022
12:20
Хроника
Поделиться