Ентешĕмĕр - тăван халăхăмăрăн мăнаçлăхĕ
Турханта Раççейри халăхсен культура еткерлĕхĕн тата Чăваш Енри Мухтавлă ентешсен çулталăкĕсене халалласа Кокель вулавĕсем иртнĕ.
Тĕнче шайĕнче ХVI хут иртекен мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Чернова, Чăваш Енри халăхсен Ассамблейин Канашĕн Председателĕн çумĕ, тĕнчери Кокель гуманитари проекчĕн ертỹçи, культурологи докторĕ, чăваш патшалăх культура тата искусство институчĕн профессорĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Васильев, поэт, куçаруçă, публицист, Марфа Трубина ячĕллĕ преми лауреачĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Василий Кервен, кинематографистсен Союзĕн председателĕ, "Чăвашкино тата электронлă документаци архивĕ" патшалăх киностудийĕн директорĕн çумĕ, документлă фильмсен авторĕ Олег Цыпленков тата ыттисем те хутшăннă.
Çавăн пекех кунта "Турхан - Раççей, Беларуç, Украина ỹнерçисен туслăхĕн тата ăсталăх енĕ" ỹкерчĕксен тĕнчери куравĕ уçăлнă. Унта çак çĕршывсенчи художниксен тата Турханти вăтам шкулта вĕренекенсен ĕçĕсене вырнаçтарнă. Мероприятие хутшăннисем Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕн Турханти ỹнер уйрăмĕнче вĕренекенсен ỹкерчĕкĕсене пысăка хурса хакланă.
Вăтам шкулта йĕркеленĕ çавра сĕтел хушшинчи калаçăва Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă вĕрентекенсене, В.Перлов воин-интернационалиста халалланă стенд умĕнче шăплăх минучĕ тăнă самантран пуçланă.
Владимир Васильев "Тĕнчери Кокель пленэрĕ - халăхсен туслăхне çирĕплетмелли факторсенчен пĕри" темăпа тухса калаçнă.
Çакна палăртмалла: Турхан ялĕнче Кокель пленэрĕ 2007 çултанпа иртет. Вĕсене 160 ытла Раççей, Украина, Беларуç художникĕсем хутшăннă. Ỹнерçĕсем 2 пин ытла ỹкерчĕк тунă. Коронавирус пандемине пула çеç юлашки икĕ çулĕнче пленэр иртмен.
Пухăннисем "Чувашия" ПТРК кăларнă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче 1941-1945 çулсенче Чăваш Ен паттăрлăхне çутатакан "Сюда не ступит нога народа" илемлĕ фильмне пăхнă.
Черетлĕ вулава хутшăннисем Алексей Кокель паллă академи художникĕн, унăн пиччĕшĕн Герман Кокель архиерейĕн ячĕсене яланлăхах асра тытас тĕлĕшпе çĕнĕ проектсем сĕннĕ. Василий Кервен аслă ỹнерçе халалласа çырнă хăйĕн сăввине вуланă.
Район тата ял тăрăх, шкул администрацийĕсен тăрăшулăхне пула Турханта А.Кокелĕн музей-çурчĕ ĕçлет, культура çуртĕнче картинăсен галерейине тунă тата ытти те. Çаксенче пирĕн ентешĕн, паллă академикăн Лев Кураковăн, гуманитари проекчĕн ертỹçин Владимир Васильевăн, А.Кокелĕн тăванĕсен - Сергеевсен тỹпи те пысăк.
А. ИВАНОВА
Авангард