Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çамрăк армеецсем ăмăртрĕç

Патăрьелĕнчи "Паттăр" ФСКра вырăнти "ЮНАРМИЯ" обществăлла юхăмĕн ăмăртăвĕсем иртрĕç. Унта 12 отряд хутшăнчĕ. Ачасен виçĕ норматива тултарма тиврĕ: эстафетăра тупăшмалла, Калашников автоматне салатса пуçтармалла, магазина патронсем тултармалла.

Ăмăртакансен пултарулăхне квалификациллĕ те ăста вĕрентекенсем - Первомайскинчи вăтам шкулти физкультура учителĕ Владимир Матюшкин, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти ОБЖ преподавателĕ Юрий Васюткин тата тĕп судья, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти ОБЖ преподавателĕ Виктор Антипов хакларĕç.

Хĕрỹ тупăшусенче пĕрремĕш вырăна Патăрьелĕнчи иккĕмĕш, иккĕмĕшне Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, виççĕмĕшне Туçари вăтам шкулсен командисем тухрĕç. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем дипломсене тивĕçрĕç.

А. ИВАНОВА

Авангард



25 марта 2022
12:39
Хроника мероприятий
Поделиться