Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Террорла хăрушлăха хирĕç

  Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов террора хирĕç кĕрешекен комиссин ларăвне ирттернĕ.

Рудольф Васильевич Юхмапа Пăла тăрăхĕнче терроризмпа экстремизм ыйтăвĕсемпе лару-тăру стабиллĕ, ку тĕлĕшпе çирĕп тĕрĕслев пулнине палăртнă.

Ларура район администрацийĕн ятарлă программăсен пай пуçлăхĕ Григорий Каллин 2021 çулта террора хирĕç кĕрешекен республика тата район комиссийĕсен йышăнăвĕсене мĕнле пурнăçласа пыни пирки тухса калаçнă. Юлашкинчен комисси членĕсем граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ĕçе вăйлатмалли, халăха террорла актсем тата чрезвычайлă лару-тăру пирки оперативлă пĕлтерсе тăмалли, ку тĕлĕшпе ятарлă службăсен ĕçне вăйлатмалли пирки йышăну тунă.

(Хамăр корр.)

Авангард



22 марта 2022
09:01
Поделиться