Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сар хĕвелĕ ăшăтать, хире тухма васкатать

Çур аки çывхарнă май çулленех районта ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем яваплă тапхăра кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерсе ярас ыйтусене хускатса агроинженери конференцийĕ йĕркелеççĕ. Кăçал вăл мартăн 17-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи "Батыревский" пĕрлешỹ никĕсĕнче иртрĕ. Мероприятие Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР ял хуçалăх министерствин ỹсен-тăран, механизаци, химизаци тата ỹсен-тăрана хỹтĕлекен пай начальникĕ Владимир Васильев, "Россельхозцентр" учрежденин Чăваш Республикинчи филиалĕн ертỹçи Сергей Павлов, ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисемпе фермер хуçалăхĕсен пуçлăхĕсем, инженерсемпе агрономсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

 Конференцие "Батыревский" пĕрлешỹре ирттерме ахальтен суйласа илмен. Хуçалăх экономика енчен тĕреклисенчен пĕри. Çакна канашлăва хутшăнакансем хăйсен куçĕпе курса ĕненме пултарчĕç. Акана ирттерме вăрлăх çителĕклĕ янтăланă. Минераллă удобренисене пĕлтĕрех хатĕрлеме пуçланă, кăçал туянса çитерейменнине кăна илсе килнĕ. Техника та паян тесен паян хире тухма хатĕр. Механизаторсене тракторсене юсама гараж ăшă, условисем лайăх. Хĕлле усă курман "хурçă утсене" те хуралтăна вырнаçтарнă. Çакă вĕсен ĕмĕрне чылай тăсма май панине кунта вăй хуракансем питĕ лайăх ăнланаççĕ. Сăмах май, пĕрлешĕве 2004 çултанпа ертсе пыракан Петр Ялуков туяннă ял хуçалăх техникин 40 процентне патшалăх субсидилени пысăк çăмăллăх кỹнине палăртать. Вĕсем çак пулăшупа 10 млн ытла тенкĕлĕх пилĕк единица техника туяннă.

Мероприятин пленарлă пайне Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пычĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов ял хуçалăхĕн 2021 çулĕн кăтартăвĕсем çинче кĕскен чарăнса тăчĕ. Иртнĕ çул Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 3 млрд та 800 пин тенкĕлĕх продукци туса илнĕ. Тыр-пул 37 пин ытла тонна пуçтарса илнĕ, тухăç пĕр гектартан вăтамран 21,5 центнерпа танлашнă. Нỹр çителĕксĕр пулнăран акнă-лартнă культурăсем ăнсах пулмарĕç. Çĕр улмие 11 пин тонна (2020 çултипе танлаштарсан 92 процент), пахча çимĕçе пĕр пин тонна яхăн (59 процент), вăрлăх сухан 6,5 тонна ытла (103,3 процент), сахăр кăшманĕ 5 пин тонна ытла (88 процент), хĕвелçаврăнăш 850 тонна (124,5 процент) пухса кĕртнĕ.

Техника паркне ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем çĕнетме вăй çитернине те палăртма кăмăллă. Çулталăкра 284 ял хуçалăх техники - 125 трактор, тыр-пул пухакан çичĕ тата выльăх апачĕ хатĕрлекен икĕ комбайн, кăкарса çỹремелли хатĕр 150 единица - туяннă.

Çур акие 22290 гектарта ирттерме палăртнă. Пăхса хăварнă тăрăх, лаптăкăн 50 процентне (17918 гектар) пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, выльăх апачĕлĕх - 41,5 (14580), çĕр улми - 1,8, сухан-çевок - 1,5 (527), пахча çимĕç - 0,2 (70 гектар), техника культури 4 процент (1405 гектар) йышăнмалла. Кăçал тата районшăн çĕнĕ культура - соя - никĕсе хывасшăн.

Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе те районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем те аван ĕçлеççĕ. Кăçал тата 280 гектар хушăнмалла.

Канашлура ЧР ял хуçалăх министерствин ỹсен-тăран, механизаци, химизаци тата ỹсен-тăрана хỹтĕлекен пай начальникĕ Владимир Васильев республикăра çур акие еплерех хатĕрленнине, ăна йĕркеллĕ те çỹл- лĕ шайра ирттерсе ярасси кашнийĕнчен килнине каларĕ. Унăн сăмахне малалла тăсса "Чувашский" агрохими службин патшалăх центрĕн тăпра пулăхлăхне мониторинг тăвакан пай начальникĕ Алина Разумова минераллă тата органика удобренийĕсене тăпрана тĕрĕс хывас ыйтăва хускатрĕ.

 "Пысăк репродукциллĕ паха вăрлăх - тухăç никĕсĕ", - тет яланах "Россельхозцентр" филиалăн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн начальникĕ Олег Глухов. Олег Александрович вăрлăха çĕнетессине кашни хуçалăхрах тимлĕх уйăрмаллине, унсăрăн кĕркунне кĕлетсем пушă юлма пултарассине каларĕ.

Ака ăнăçлăхĕ техникăран та нумай килет. Патшалăх техника надзорĕн районти аслă инспекторĕ Илья Васильев хире тухиччен тракторсемпе кăкарса çỹремелли хатĕрсене юсамалли, сăрламалли, механизаторсен сывлăхне тĕрĕслеттермелли, çавăн пекех "хурçă утсене" тата прицепсене çывăх вăхăтра патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларма пикенесси, ĕçре техника хăрушсăрлăхне пăхăнмалли пирки сăмах пуçарчĕ.

Конференцире карантина лекнĕ вăрлăхсен сиенĕ, вĕсем ытти культурăсемшĕн хăрушлăх кăларни, ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене паракан кредитсем çинчен те каласа пачĕç. Мероприятие хутшăнакансем хăйсене пăшăрхантаракан, кăсăклантаракан ыйтусене хускатрĕç, хуравсем илчĕç.

О. ПАВЛОВА

Авангард



22 марта 2022
09:00
2022 год
Поделиться