Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕр шкултан - 4 çĕнтерỹçĕ

 Шупашкарта йывăр атлетикăпа республикăра мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ. Унта Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем те хастар хутшăннă. 2007 çулта çуралнисенчен çамрăкраххисем тĕрлĕ виçепе тупăшăва тухнă. Меркурий Быков (75 килограмм), Артем Каруев (45) пĕрремĕш, Софья Лукиянова (45), Алина Иванова (55) иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. Павел Быковăн пьедестал çине хăпарма кăштах çеç балĕ çитеймен.

Çĕнтерỹçĕсене медальсемпе, кубоксемпе, Хисеп хучĕсемпе чысланă. Ачасене ăмăртăва Н.Зимин тренер-преподаватель хатĕрленĕ.

А. ИВАНОВА

Авангард



22 марта 2022
08:54
Хроника мероприятий
Поделиться