Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьелсем футбола та кăмăллаççĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе, "Чăвашгосснаб" пĕрлешỹ директорĕпе Валерий Антоновпа тата унăн тăван шăллĕпе, Чăваш Енри паллă усламçăпа, футбол вăййине чунтан парăннă Василий Антоновпа, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе, "Паттăр" ФСК директорĕпе Илдар Камалетдиновпа тата спорт учрежденийĕн тренерĕсемпе тĕл пулу ирттерчĕ.

Ĕçлĕ калаçу вăхăтĕнче "Чăвашгосснаб" пĕрлешỹпе ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ, "Паттăр" ФСКа килĕштерсе ĕçлес, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче футбол вăййине аталантарас ыйтусене çĕклерĕç.

Паянхи куна районта аслисен тата çамрăксен "БТВ" футбол командисем республика чемпионачĕсене, "Сăран мечĕк" ăмăртăвĕсене хутшăнаççĕ. Пĕлтĕр аслисем хушшинче "БТВ" команда республикăра иккĕмĕш вырăна тухса савăнтарчĕ. Командăшăн ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК тренер-преподавателĕ Константин Хлебников яваплă.

Спортăн çак енне аталантарассипе сăмах пуçарнă май, Рудольф Селиванов районта тĕрлĕ енлĕ 18 спорт федерацийĕ ĕçленине, вĕсене пуçаруллă çынсем ертсе пынине палăртрĕ. Футбол федерацийĕшĕн Александр Филиппов индивидуаллă предприниматель яваплă.

Çавра сĕтел хушшинчи калаçура çавăн пекех профессионаллă тренерсем мастер-класс ирттерес, район чысне хỹтĕлекен командăсене пулăшса тата хавхалантарса пырас ыйтусене те хускатрĕç.

А. ИВАНОВА

Авангард



22 марта 2022
09:03
Хроника мероприятий
Поделиться