Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Йăлана манмасăр, çĕннине кĕртсе...

Тăрăшса ĕçлекен педагогсене палăртас, хавхалантарас, вĕрентекен ĕçĕн сумне ỹстерес, пултаруллă учительсен ăсталăхне ĕçтешĕсем хушшинче сарас тĕллевпе çулленех районта "Çулталăк учителĕ" конкурс йĕркелеççĕ. Малтанхи тупăшусенче конкурсантсем хăйсен пултарулăхне, професси ăсталăхне кăтартса уроксем панă, çивĕч темăсемпе калаçу пуçарнă, мастер-классем йĕркеленĕ тата ытти те.

Патăрьелĕнчи искусство шкулĕнче йĕркеленĕ "Çулталăк учителĕ-2022" конкурс пĕтĕмлетĕвне хутшăнма 4 педагог тивĕçнĕ. Вĕсем çаксем: Анастасия Кубикова - Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта, Лейсен Узбекова Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, Ольга Васильева - Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта пуçламăш классене пĕлỹ паракан, Ирина Кудряшова - Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.

Конкурса хутшăнакансене район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн ертỹçи Ирина Рубцова саламларĕ. Вăл педагог хисеплĕ те кирлĕ, сумлă професси пулнине, вĕрентекен тăрăшулăхĕ, кулленхи ĕçĕ, творчествăри шыравĕ Раççейĕн ыранхи кунне никĕс хывма пулăшнине палăртрĕ.

Конкурса хутшăнни опытпа ыттисене паллаштарма май панине çирĕплетрĕ. Конкурсантсем уçă калаçăва явăçрĕç. Ăна управлени начальникĕн çумĕ Николай Анисимов ертсе пычĕ. Вăл "Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парасси" темăпа иртрĕ.

Жюри членĕсене çĕнтерỹçе палăртма çăмăл пулмарĕ. Унăн республика конкурсĕнче район чысне хỹтĕлемелле. Çапла вара "Çулталăк учителĕ-2022" ята А.Кубикова тивĕçрĕ. Ыттисем - призерсем.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Авангард



22 марта 2022
09:08
Хроника
Поделиться