Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ырă туни çĕре ỹкмест

Луганск тата Донецк Халăх Республикисенче пурăнакансем çăмăл мар лару-тăрăва лекнине шута илсе Чăваш Енре пурăнакансем те вĕсене пулăшу парассине йĕркелесех тăраççĕ.

Çак кунсенче "АгроВыбор" волонтер альянсĕн членĕсем тата налук органĕн ĕçченĕсем 80 тонна апат-çимĕç ăсатнă.Сăваплă ĕçре "Батыревский", "Исток", "Красное Знамя", "Труд", "Корма" хуçалăхсем, В. Кузнецов фермер хуçалăхĕ хастарлăх кăтартнă. Сăмах май, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи чылай организаци, ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем ыр кăмăллăх акцие хастар хутшăннине, маларах янă гуманитари пулăшăвĕсенче вĕсен тỹпи те пуррине палăртма кăмăллă.

Йывăрлăха лекнисем патне республикăра туса кăларнă 19 тонна макарон изделийĕсене ăсатнă. Пысăк тиевлĕ машинăсем çине "Чувашия. Россия. Донбасс. Своих не бросаем!" тесе çырса хунă, пĕрин çине вара пулăшу ăçтан пулнине палăртса Патăрьел районĕн гербне вырнаçтарнă.

Ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисем гуманитари пулăшăвне малашне те пухма хатĕррине калаççĕ.

 (Хамăр корр.)

Авангард



22 марта 2022
09:04
Поделиться