Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Айăплав кăраланма та пултарать

ПĔЛТĔР республикăра типĕ курăка тата çỹп-çапа çунтарнипе çыхăннă 87 пушара шута илнĕ. Вут-кăвар инкекĕнче çынсен пурнăçĕ татăлнă тĕслĕхсем те пулнă. Куçăхтарас марччĕ те, районти пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх иртнĕ çул Юхмапа Пăла тăрăхĕнче уяр та типĕ çанталăкра пушар хăрушлăхне пăхăнмалли тапхăрта çак сăлтавпа пĕр тĕслĕх те шута илмен. Çапах та саккуна пăхăнмасăр типĕ курăка çунтарнипе виçĕ гражданина штраф панă. Сăмах май каласан, кăçал çурт-йĕр таврашĕнче, урамра е ытти çĕрте тĕтĕм-сĕрĕм кăларса "пушар" тăвакансене айăпламалли саккун кăраланма пултарать. Çакăн пирки чрезвычайлă лару-тăру комиссийĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та палăртнă. Йĕркене пăхăнман граждансене 2000-3000 тенкĕ, должноçрисене-6000-15000, предпринимательсене-20000-30000, юридика пĕлтерĕшлисене 150 000-200 000 тенкĕ таран штраф пама пултараççĕ.

Авангард



22 марта 2022
08:58
2022 год
Поделиться