Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сиплев учрежденийĕсем çĕнелеççĕ

 Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Сăкăтра çĕкленекен врач амбулаторине тата Первомайскинчи сиплев учрежденине юсанă çĕре çитсе курнă, строительство ĕçĕсемпе паллашнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура кăçал регионта сывлăх сыхлавĕн 52 объектне тĕплĕн юсамаллине, вĕсенчен ытларах пайĕ шăпах яллă вырăнсенче вырнаçнине палăртнă. Врач амбулаторийĕсем, пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем халăха пĕрремĕш медицина пулăшăвĕсем пама, чир-чĕре малтанхи тапхăрта тупса пама май параççĕ. Сăмах май, иртнĕ çул районта 5 ФАП, пĕр врач амбулаторийĕ хута кайнăччĕ. Кăçал Сăкăтра сиплев учрежденине тума, Первомайскинчине тата Кзыл Чишмарине, Патăрьелĕнчи тĕп больницăн поликлиникине, Тикешри ФАПа юсама палăртнă.

 (Хамăр корр.)

Авангард



18 марта 2022
12:03
Публикации
Поделиться