Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьелсен чăваш вăййипе ташши - фестиваль çĕнтерỹçисем

ÇАК кунсенче Чăваш Республикинчи вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерствин хушăвĕпе пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенчи кĕçĕн класра вĕренекенсем хушшинче "Туслăх хĕлхемĕ" фестиваль иртнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес пахалăха, ăс-хакăла ỹстересси, чăваш халăх культурине аталантарасси, ачасене ырă йăла-йĕркене хăнăхтарасси тата ытти те.

Куçăмсăр майпа йĕркеленĕ фестиваль тăватă номинаципе иртнĕ. Патăрьел районĕнчи Хирти Пикшикри вăтам шкулти Людмила Данилова вĕрентекен ертсе пыракан ушкăн "Чăваш вăййи", Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Алевтина Михайловăпа Наталия Антонова вĕрентекенсем ертсе пыракан 4 класри ачасем "Чăваш ташши" номинацисемпе çĕнтернĕ. Сăмах май каласан, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ачасен ташă, фитнес-аэробика ушкăнĕсем çулсеренех аталанса пыраççĕ, район çыннисене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнисĕр пуçне республикăри ăмăртусене те час-часах хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Авангард



18 марта 2022
11:59
Хроника
Поделиться