Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кĕрешекенсен те, йĕлтĕрçĕсен те çитĕнĕвĕсем савăнтараççĕ

 Раççейре корэш енĕпе кĕрешсе мала тухассишĕн Хусан хулинче иртнĕ ăмăртăва пирĕн районтан 12 спортсмен хутшăннă. Хăйсен виçе категорийĕнче Ильнур Яфизов, Сабир Асейнов иккĕмĕш, Ильшат Купкенов виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. 5 спортсменăн пиллĕкмĕш вырăнсемпе çырлахма тивнĕ. Ăмăртăва командăна Эльфис Мтеев тренер хатĕрленĕ.

х х х

Шупашкарта Чăваш Республикинче кире пуканĕ йăтса мала тухассишĕн шкул ачисем хушшинче ăмăрту иртнĕ. Хăйсен виçе категорийĕсенче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Алексей Елкин, Сăкăтри вăтам шкулти Кирилл Кузьмин, Туçари вăтам шкулти Карина Плечова пĕрремĕш вырăнсене йышăннă. Александра Щербакова (Туçа) иккĕмĕш, Татьяна Правитель, Аделина Краснова (Сăкăт) - виççĕмĕш вырăнсенче. Ачасен çитĕнĕвĕнче Алексей Алексеевпа Виталий Глинкин тренерсен тỹпи пысăк.

 х х х

Мари Эл республикинче ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе уçă чемпионат иртнĕ. Унта Даша Михайловăпа Саша Баскаков (Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкултан) иккĕмĕш вырăнсене (команда представителĕ Михаил Прокопьев) йышăннă.

х х х

Шкул ачисен спартакиадипе килĕшỹллĕн районта СССР спорт мастерне Алексей Николаевич Ундерова асра тытса Кĕçĕн Арапуçĕнче йĕлтĕрпе чупассипе йăлана кĕнĕ ăмăрту иртнĕ. Унта вĕрентỹ организацийĕсен 12 командинчи 127 спортсмен ăмăртнă. 6-7 тата 10-11 классенче вĕренекенсем хушшинче Турханти вăтам шкул, 8-9 классенчен Аслă Чементи вăтам шкул командисем çĕнтерỹçĕ пулнă. Иккĕмĕш вырăна кĕçĕннисенчен Аслă Чемен тата Хирти Пикшик вăтам шкулĕсенче вĕренекенсем тухнă. Виççĕмĕш вырăна Первомайскинчи вăтам шкул (5-7 тата 8-9 классенче вĕренекенсем), Нăрваш Шăхаль шкул спорт-сменĕсем йышăннă.

 А. ИВАНОВА.

Авангард



18 марта 2022
12:13
Хроника мероприятий
Поделиться