Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уçă турнир иртрĕ

 Нăрваш Шăхалĕнче мини футболла выляса çамрăксен Кубокне çĕнсе илессишĕн районăн иккĕмĕш уçă турнирĕ иртрĕ.

Уява уçма район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, строительство, обществăлла инфратытăм аталану пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов, Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Раськин, спорт ветеранĕсем хутшăнчĕç.

Хăйĕн сăмахĕнче Равиль Ямалетдинов Нăрваш Шăхалĕнче пурăнакансем тĕрлĕ енлĕ спорта юратнине - велосипед, йывăр тата çăмăл атлетика, мини футбол, шашка-шахмат тата ытти те - уççăн палăртрĕ. Спортсменсем район, республика, çĕршыв, тĕнче шайĕнче çитĕнỹсем тунине каларĕ.

 Ял тăрăхĕсем хушшинче пыракан спартакиадăра та (вăл 8 енпе иртет) вĕсем çулленех пĕрремĕш вырăн йышăнаççĕ.

 Турнира республикăри районсенчи, Ульяновск облаçĕнчи тата Тутарстанри 12 команда явăçрĕ. Мала тухнисем кубоксене, дипломсене, медальсене тивĕçрĕç. Лайăххисене номинацисемпе те чысларĕç.

 

Авангард



15 марта 2022
09:28
Хроника мероприятий
Поделиться