Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ăмăртура хăюллисем палăраççĕ

Чăваш Республикинче шывра ишес енĕпе мала тухассишĕн Çĕмĕрле хулинче ирттернĕ ăмăртура Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК воспитанникĕсем Азалия Салиховăпа Артем Путяков иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче пулчĕç. Вĕсемпе Светлана Рубцова тренер-преподаватель ĕçлет.

 х х х

Çамрăксем хушшинче Раççейре мала тухассишĕн Орел хулинче армрестлингпа ăмăрту иртнĕ. Унта Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК выпускникĕ Гелюсе Камалетдинова та хутшăннă. Вăл 60 килограмлă виçерисемпе тупăшса иккĕмĕш вырăн йышăннă.

х х х

Зеленодольск хулинче Раççей кубокĕшĕн хĕллехи триатлонпа ăмăрту иртнĕ. Унта Егор Селиванов (малтанхи тренер-преподавателĕ Валерий Платонов) Чăваш Ен командипе ăмăртса пăхăр медале тивĕçнĕ. Пĕтĕм пьедестала пирĕн республика çамрăкĕсем йышăнни савăнтарать, паллах.

Çавăн пекех Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн команди хĕллехи дуатлонпа Пĕтĕм Раççейри "Ачасен лиги" иккĕмĕш тапхăрĕн ăмăртăвĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнни те кăмăллă. Унта хутшăнакансене медальсем тивĕçнĕ.

х х х

 Дзержинск хулинчи триатлон ăмăртăвне пирĕн районăн команди те хутшăннă. 15 спортсмен хăйĕн пултарулăхне тĕрĕсленĕ. Унта Валерий Платонов тренер-преподаватель воспитанникĕ Егор Селиванов виççĕмĕш вырăна тухнă.

 х х х

Куславкка хулинче Ю.Зорин тухтăр парнисемшĕн пынă каччăсемпе хĕрсен волейбол турнирĕнче пирĕн район командисем ăнăçлă ăмăртнă. Арçын ачасен ушкăнĕ (тренерĕ Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти физкультура учителĕ Дмитрий Сегов) çĕнтерỹçĕ пулнă. Хĕрсем вара (тренерĕ Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти физкультура учителĕ Юрий Васюткин) виççĕмĕш вырăна тухнă.

х х х

 Кĕçĕн Арапуç çумĕнчи йĕлтĕр йĕрĕнче хĕллехи туризмпа республикăра мала тухассишĕн чемпионат иртнĕ. Унта 9 команда явăçнă. Хамăр районти Первомайскинчи тата Хирти Пикшикри вăтам шкулсенчи çамрăксем (вĕрентекенĕсем Владимир Матюшкинпа Илдар Камалетдинов) те хутшăннă. Айгуль Хамдеевапа Ильнах Кепечев призерсен йышне кĕнĕ.

А. ИВАНОВА

Авангард



15 марта 2022
09:15
Хроника мероприятий
Поделиться