Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Федераци председателĕнчен - парнесем

Кĕçĕн Патăрьелĕнчи "Олимп" стадионта районти йĕлтĕр спорчĕн федерацийĕн председателĕн, нумай хутчен Чăваш Республикин призерĕ пулнă, спорт мастерĕн кандидачĕн Сергей Сафьяновăн парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ ăмăрту иртрĕ. Унта 8 командăран 100 ытла шкул ачи хутшăнчĕ. Спортсменсене ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК директорĕ Илдар Камалетдинов, районти йĕлтĕр спорчĕн федерацийĕн председателĕ Сергей Сафьянов, физкультура юхăмĕпе педагогика ĕçĕн ветеранĕ Николай Паймуллин саламларĕç.

Ăмăрту 4 ỹсĕм çулĕпе иртрĕ. 4-5 классенче вĕренекен арçын ачасем хушшинче Турханти тата Хирти Пикшикри вăтам шкулсенчи Роман Осиповпа Данил Кудряшов пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсенче, хĕр ачасенчен Турханти вăтам шкулти Софья Кудрявцева, 6-7 классене çỹрекенсенчен Турханти вăтам шкулти Тимур Осиповпа Людмила Ершова, 8-9 классенче пĕлỹ пухакансенчен Аслă Чементи вăтам шкулти Андрей Тарасовпа Хирти Пикшикри вăтам шкулти Диана Иванкина тата аслăраххисенчен Аслă Чементи вăтам шкулти Даниил Тарасовпа Нăрваш Шăхалĕнчи Дарья Никитина малта пулчĕç. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК администрацийĕ çирĕплетнĕ медальсемпе грамотăсене тата йĕлтĕр спорчĕн федерацийĕн председателĕн Сергей Сафьяновăн парнисене тивĕçрĕç.

Авангард



15 марта 2022
09:29
Хроника мероприятий
Поделиться