Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кĕрешỹре – çамрăксем

 Пăлаçипе Юхма Ен спортсменĕсем ĕлĕкех хăйсен паттăрлăхне тĕрлĕ шайри ăмăртура çỹлти шайра тытса тăнă. Кĕçĕннисем аслисенчен тĕслĕх илсе пыраççĕ. Спортпа туслă пулни çитĕнекен ăрушăн усăллах. Вăл вĕсен малашлăх çулне те уçса пама пулăшать.

Именкасси ялĕн клубĕнче Пикшик ял тăрăх администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Красновăн парнисемшĕн 2008-2009, 2010-2011, 2012-2013 çулсенче çуралнă арçын ачасемпе 2012-2013 çулсенчи хĕрачасем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе уçă турнир иртрĕ.

 Спорта килĕштерекенсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владислав Краснов, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК директорĕ Илдар Камалетдинов, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Мевлет Зейнетдинов, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн доценчĕ Игорь Малов тата ыттисем те саламларĕç.

"Районта сывă пурнăç йĕркине тытса пымашкăн хăтлă условисем туса пама тăрăшатпăр. Федерацин "Спорт - пурнăç норми", "Демографи" наци проекчĕсемпе килĕшỹллĕн Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта ГТО плошадкине, Треньелĕнче физкультурăпа спорт комплексне тунă. Çывăх вăхăтра тата вĕсене Нăрваш Шăхаль, Сăкăт ял тăрăхĕсенче тумалла..."- тесе палăртрĕ Рудольф Селиванов.

 Турнирта 40 ытла спортсмен 8 виçере ăмăртрĕ. Хăйсен ушкăнĕнче Е.Майоров (Патăрьел), А.Файзуллин (Хирти Пикшик), Д.Нянин (Именкасси), И.Шарафутдинов (Тутар Сăкăт), М.Яббаров (Ыхра Çырми) пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕç.

 Хĕрачасем хушшинче Ф.Шарефетдиновапа А.Шарефетдинова (Именкасси) çĕнтерỹçĕсем пулчĕç.

Мала тухнисене грамотăсемпе, медальсемпе, парнесемпе хавхалантарма И.Маловпа Ш.Тимербулатов пулăшрĕç.

Пĕччен тăрăшнипех çитĕнỹ тума йывăртарах. Кĕрешỹ мелĕсене ачасене В.Спиридонов (Патăрьел), Н.Исхаков (Шăнкăртам), Ф.Ахметов (Тутар Сăкăт), И.Вахитов (Ыхра Çырми) тренерсем хăнăхтарса пыраççĕ.

М. ХАБИБУЛЛОВ

Авангард



11 марта 2022
09:10
Именные соренования
Поделиться