Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тутар Сăкăтĕнчи Куликовсем 65 çул пĕрле!

РАЙОН администрацийĕн ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çуркуннен пĕрремĕш уйăхĕнче сакăр мăшăр ылтăн туйне паллă тăвать. Ыхра Çырминчи Рахимуллапа Сания Тимербулатовсем, Тутар Сăкăтĕнчи Хасиятуллапа Затия Велиулловсем, Абдулбарипе Сириня Незметдиновсем, Çĕнĕ Ахпỹртри Василийпе Любовь Еллинсем, Первомайскинчи Иванпа Зинаида Савиновсем, Каншелĕнчи Василийпе Галина Прокопьевсем, Патăрьелĕнчи Иванпа Валентина Еслюковсем, Туçари Петрпа Фаина Конновсем 50 çул пĕр сукмакпа алла-аллăн утаççĕ. Ĕç ветеранĕсем кашниех йышлă ача çуратса ỹстернĕ, аслă çул çине кăларнă.

Чăваш Ишекĕнчи Аркадийпе Рева Абужаровсемпе Хирти Пикшикри Рафаилпа Минсария Тамаевсем çемье чăмăртани çак уйăхра 55 çул пулать. Вĕсене тăван-пĕтенĕ изумруд туйпа саламлĕ. Тутар Сăкăтĕнчи Куликовсем вара 65 çул килĕштерсе пурăнаççĕ! Мансур Минулловичпа Зекия Абзалтдиновнăна мартăн 2-мĕшĕнче тимĕр туй ячĕпе саламланă! Хисеплĕ мăшăрсене пурнăçри паллă кун ячĕпе саламлатпăр, сывлăх, канлĕ те лăпкă ватлăх сунатпăр.

Авангард



04 марта 2022
14:09
2022 год
Поделиться