Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Мини-футбол турнирĕ

 Кĕçĕн Патăрьелĕнчи "Олимп" спорт лапамĕнче хĕллехи мини-футбол ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта 6 команда явăçрĕ: хуçасен, Пикшик ял тăрăхĕн, агропромышленность техникумĕн, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн, Треньелпе Кивĕ Катек ялĕсен.

Вăййа хутшăнакансемпе курма килнисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Селиванов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Е.Семенов, Тăрăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Рубцов, ФСК "Паттăр" директорĕ И.Камалетдинов, район Пухăвĕн депутачĕ И.Соловьев саламларĕç.

Ăмăртура Кĕçĕн Патăрьелĕнчи "Олимп" команда пĕрремĕш, Пикшик ял тăрăхĕнчен килнĕ спортсменсем иккĕмĕш, агропромышленность техникумĕн çамрăкĕсем виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çĕнтерỹçĕ командăсене кубок, дипломсем, медальсем, парнесем парса чысларĕç.

Çавăн пекех "Чи лайăх футболист" ята Ю.Макаров ("Олимп"), "Чи лайăх хỹтĕлевçĕ" - М.Журавлев (агропромышленность техникумĕ), "Чи лайăх тапăнса вылякан" - А.Кириллов (Именкасси ялĕ), "Чи лайăх вратарь" - Ю.Цветков (Кĕçĕн Патăрьел), "Мечĕке чи лайăх тапса кĕртекен" - И.Юнусов (Хирти Пикшик) çĕнсе илме пултарчĕç.

 К.Хлебниковпа С.Маков вăййа йĕркелесе тăчĕç.

 Юлашкинчен Ю.Лепешкинпа унăн пулăшаканĕсем хатĕрленĕ апатпа сăйланчĕç.

Н. КРАСНОВ.

Авангард



04 марта 2022
14:22
Поделиться