Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ултă "2"ллĕ кунра ултă çĕнĕ çемье çуралнă

КĂÇАЛХИ февралĕн 22-мĕшĕнче эрне пуçламăшĕ, ытларикун пулнине пăхмасăрах районти Мăшăрлану керменĕнче ултă çамрăка çĕнĕ çемье çавăрнă ятпа саламланă. Куçкĕскинчен те çавăн пек цифрăсемех курăнакан телейлĕ куна суйласа илнисем Шăнкăртам, Çĕнĕ Ахпỹрт, Турхан ялĕсенчен. Шупашкарпа Шăмăршă районĕнчен те пур. Мендельсон маршĕпе юратнă мăшăр çумĕнче утакан чиперккисем Красномайскипе Туçаран тата Тури Тăрмăшран пулнă. Юрату та телей кỹрекен 22.02.2022 цифрăна суйласа илнисем хушшинче Тутарстанран тата Ульяновск хулинчен мăшăр пулма килĕшнĕ пикесем те пур. ЗАГС пайĕнче ку яхăнта пĕр кунтах ултă каччăпа хĕре телейлĕ пурăнма пил пани пулман. Мăшăрсемшĕн çак асамлă кун ĕмĕр тăршшĕпех тăсăлтăр, пурте килĕшỹпе пурăнса çемье йышне хушчăр.

Авангард



01 марта 2022
09:05
2022 год
Поделиться