Салтакăн паттăрлăхĕ çамрăк кĕрешỹçĕсене те хавхалантарчĕ

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕнче паллă спортсменсене, спорт ветеранĕсене чыс туса ăмăрту ирттересси, Тăван çĕршывшăн пуç хунă паттăрсен ячĕпе турнирсем йĕркелесси ырă йăлара. Чечня вăрçинче хăйĕн çамрăклăхне татнă Хирти Пикшик каччине, Паттăрлăх орденĕпе Суворов медалĕн кавалерне, ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ пулнă Фирдус Камалетдинова чыс тата хисеп туса çак кун спортсменсем ырă йăлана малалла тăсрĕç, Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче тĕрлĕ çулхи ачасем помост çине тухрĕç. Камалетдиновсен çемье хастарлăхĕпе йĕркеленекен ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен республикăри XXVII уçă турнирне 200е яхăн спортсмен хутшăнчĕ.

- Çулсеренех февралĕн 23-мĕшĕнче, Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕнче, эпир ырă йăлана малалла тăсса Камалетдиновсен çемье суранне çăмăллатма, Фирдус Абдуллович спорт каçалăкĕнче пуçăннă ĕçне çамрăксем хушшинче малалла сарма, çитĕнекен яш-кĕрĕме патриотла воспитани пама, вĕсене салтак паттăрлăхĕ пирки каласа пама çак зала пуçтарăнатпăр. Çамрăксен унтан тĕслĕх илмелли чылай. Вăл вĕренỹре те, спортра та кăтартуллисен йышĕнче пулнă. Шанчăклă юлташ, службăри кăтартуллă салтак, юратнă тăван... Ырă йăлана малалла тăсса пынăшăн, çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçре ыттисемшĕн тĕслĕх пулнăшăн çак çемьене чун-чĕререн тав тăватăп,- терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов пурне те уяв ячĕпе саламланă тата турнира хутшăнакансене пысăк çĕнтерỹ суннă май.

Çавăн пекех турнира уçнă çĕре район пуçлăхĕ Николай Тинюков, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов, Раççей Геройĕ Евгений Борисов, Патăрьел тата Пикшик ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Николай Ялуковпа Владислав Краснов, "Паттăр" ФСК директорĕ Илдар Камалетдинов, вăрçă паттăрĕн тус-юлташĕ, çывăх тăванĕсем хутшăнчĕç. Тухса калаçакансем пурте турнира хутшăнакансене ăнăçу, çивĕч кĕрешỹ, çĕнтерỹ, спортпа туслă пулма пысăк хавхалану сунчĕç.

Çулсеренех ăмăртăва çỹллĕ шайра ертсе паракан И. Мануров (Ижевскри ял хуçалăх академийĕнчи физкультурăпа спорт кафедрин заведующийĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе спорт мастерĕн кандидачĕ) пухăннисене Фирдус Камалетдинов пурнăçĕпе кĕскен паллаштарчĕ. 1995 çулхи июнь уйăхĕнче спецназ ушкăнĕпе çар операцийĕсене пурнăçланă чухне аякри çĕршывра ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Синкерлĕ шăпа унăн çамрăклăхне татнă.

- Фирдус яштака та илемлĕ каччă пулнипе çеç мар, юлташĕсем хушшинче спортпа питĕ туслă пулнипе те палăрса тăнă. Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе салтака кайичченех район, республика, Раççей шайĕнче палăрнă. Мĕн çамрăкранпах Арслан тата Зуфар (иккĕшĕ те шалти ĕçсен службин подполковникĕсем) пиччĕшĕсемпе кĕрешỹ мелĕсене хăнăхнă. Спортра хăйĕн вырăнне тупма вара Фирдуса тăван ашшĕ, Чăваш Республикин физкультурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, Раççей федерацийĕн спорт мастерĕ, нумай хутчен ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи "Акатуй-Сабантуй" паттăрĕ пулнă Абдулла Минзарифович пулăшнă. Ăста тренер 47 çул хушшинче 1648 спортсмен хатĕрленĕ! Вĕсенчен пĕри шăпах юратнă Фирдус пулнă... - паллаштарчĕ Ильгиз Мануров. Паян А. Камалетдиновăн пархатарлă ĕçне Зуфар Абдуллович малалла тăсать, çамрăксене кĕрешỹ мелĕсене вĕрентет.

Паттăрăн ячĕ вилĕмсĕр. Фирдус Абдулловича асра тытса турнир ирттернисĕр пуçне вăл çуралса ỹснĕ тăван ялти пĕр урама унăн ятне панă, тăван шкулĕнче Асăну хăми уçнă, икĕ çул каялла вара Патăрьелĕнче Чечня вăрçинче пуç хунă салтаксене чысласа лартнă палăк çине те унăн ячĕ çырăннă. Çаксем пурте пулас салтаксене çирĕп кăмăллă ỹсме, спортпа туслă пулма, çĕршыва юратма хавхалантараççĕ.

Çивĕч кĕрешỹре çĕнтерỹçĕсене палăртрĕç Турнира 2004-2012 çулсенче çуралнă ачасем хутшăнчĕç. Помост çине тухакан спортсменсем хушшинче (21-68 килограмм таранччен) тин çеç кĕрешỹ вăрттăнлăхне алла илекенсем те, тĕрлĕрен меслетпе усă курса çăмăллăнах çурăм çине вырттаракансем те пур. Кĕрешỹ çивĕч, 17 виçе ушкăнĕпе иртрĕ.

Турнира хамăр районтан икĕ команда, Тутарстанран, Ульяновск, Самара, Оренбург, Пенза облаçĕсенчен, Мари Элтан, Ижевск, Хусан, Шупашкар, Канаш хулисенчен, Муркаш, Вăрнар, Çĕмĕрле, Канаш, Сĕнтĕрвăрри районĕсенчен спортсменсем хутшăнчĕç. Мĕн пурĕ 24 команда. Çĕнтерỹçĕсене пурне те дипломсемпе, медальсемпе, кубоксемпе, хаклă парнесемпе чысларĕç.

Пьедесталăн чи çỹллĕ картлашки çине А. Валеева (21 кг, Хирти Пикшик),М. Николаева (24 кг,Ульяновск),М. Романов (24 кг,Хирти Пикшик),К. Бородкин (25 кг, Канаш), А. Скворцова (27 кг,Муркаш районĕ),А. Арсентьев (28 кг, Канаш), С. Иванов (30 кг,Вăрнар районĕ),Е. Леонтьев (35 кг,Шупашкар),Н. Павлов (40 кг,Шупашкар),А. Чебенов (50 кг,Хирти Пикшик),А. Цветков (60 кг,Патăрьел),В. Кузнецов (60 кг,Шупашкар),Н. Григорьев (68 кг, Канаш районĕ), Е. Капитонова (70 кг, Çĕмĕрле) К. Батьков (75 кг, Канаш) тăма тивĕçрĕç.

А. ЕГОРОВА.

Авангард



01 марта 2022
09:14
Хроника мероприятий
Поделиться