Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чăваш чĕлхипе литератури олимпиадин ҫĕнтерӱҫисене саламлатпăр

2022 çулхи нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче регионсен хушшинче чăваш чĕлхипе литератури олимпиади иртрĕ.

Олимпиадăн тĕллевĕсем – 9-11-мĕш классенче вĕренекен пултаруллă ачасене тупса палăртасси, чăваш чĕлхипе литературине лайăхрах вĕренме хавхалантарасси.

Чăваш тата вырăс шкулĕнче вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвне, тавракурăмне олимпиадăн кăткăс ыйтăвĕсене хуравласа тĕрĕслерĕç. Ятарлă жюри ачасен ĕçĕсене тимлĕн тĕрĕслерĕ, тивĕçлĕ хак пачĕ.

Олимпиадăна Патăрьелĕнчен район шайĕнче раштав уйăхĕнче иртнĕ олимпиадăра çĕнтернĕ 9 вĕренекен хутшăнчĕç.

Республикăра иртнĕ олимпиадăри призерсем:

Муллина Ю. – Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта 10 -мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕсем – Путякова Н.А., Солдатова С.А.)

Степанова К. Матвеева Е., Матюшкина С., - Пăлапуҫ Пашьелĕнчи вăтам шкулта 10, 11-мĕш класра вĕренекенсем (вĕрентекенĕ – Никитина С.П.)

Ежова Е. – Аслă Чементи вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Селиверстрова Э.И.)

Павлова Т. – Нăрваш Шăхальти вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Павлова Н.И.)

Петров П., Хирти Пикшикри вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Пестрова И.И.)

Регионсем хушшинчи олимпиадăра малти вырăнсене çĕнсе илме пултарнă вĕренекенсене тата вĕсен ертÿçисене саламлатпăр, вĕренӱре тата кулленхи ĕçре çитĕнусем тума ҫирĕп сывлăх сунатпăр.



01 марта 2022
09:29
2022 год
Поделиться