Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юбилейçĕ-кинемейсем виççĕшĕ те ырă ята тивĕçлĕ

ИРТНĔ эрнере Шăнкăртам ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минсур Валитов Общество канашĕн хастарĕсемпе ялта пурăнакан хисеплĕ виçĕ ĕç ветеранне умлă-хыçлах пысăк юбилейпе - 90 çул тултарнă ятпа саламланă, Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн тата район администрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн саламĕсене илсе çитернĕ, ырми-канми тата пархатарлă ĕçшĕн тав тунă.

Вĕсенчен пĕри - Айникемель Арифулловна Мтиева. Вăл колхозра тăрăшнă чăн-чăн ĕç паттăрĕ çеç мар, нумай ачаллă хисеплĕ амăшĕ те. 22 çул çеç пĕрле пурăнайнă мăшăрĕпе сакăр ача çуратса воспитани панă. Сак тулли çитĕннĕ пĕр тăвансем! Кешафетдин абый çут тĕнчерен уйрăлнă хыççăн Айникемель аппа вĕсене пĕчченех ура çине тăратнă. Паян юбилейçĕне ачисем çеç мар, 15 мăнукĕ тата мăнукĕн 22 ачи савăнтараççĕ! Мĕн пурĕ вĕсем сахалăн мар: пĕр çемьерен 37-ĕн!

Çак ялтах пурăнакан юбилейçĕсем - Бибирафига Земдиханова 4 ывăлпа 3 хĕре, Минебану Кеметова пĕр ывăлпа 3 хĕре ура çине тăратнă, мăшăрĕсемпе пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Ĕç паттăрĕсем пурте ырă та ăшă сăмаха тивĕçлĕ.

Авангард



25 февраля 2022
09:44
2022 год
Поделиться