Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патриотлăх туйăмне ỹстерет

Раççей халăхĕсен культура эткерĕн, Чăваш Енри Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалласа Патăрьелĕнчи ăсталăх шкулĕнче "Виват, Раççей" юрăсен конкурсĕ иртрĕ. Ăна район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт управленийĕ йĕркелерĕ.

Патриотла юрăсен конкурсĕ çамрăксене Тăван çĕршыва юратма хăнăхтарать, пĕр-пĕрин хушшинчи хисепе ỹстерме явăçтарать, кăмăл-сипет пуянлăхне хăпартать.

Конкурса районти культура тата вĕрентỹ учрежденийĕсен 100 ытла коллективĕ хутшăнчĕ. Вĕсем тĕрлĕ номинацире хăйсен тăрăшулăхне кăтартрĕç. Пултаруллисем вĕрентỹ управленийĕн дипломĕ- сене тивĕçрĕç.

А. АНТОНОВА, Патăрьелĕнчи ăсталăх шкулĕн директорĕ

Авангард



25 февраля 2022
09:49
Хроника
Поделиться