Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Марафон старт илчĕ

Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче февралĕн 22-мĕшĕнче Раççей халăхĕсен культура эткерĕн тата республикăри Мухтавлă ентешсен çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.

Мероприятие хутшăнакансем фойере йĕркеленĕ Чăваш Республикин тата Патăрьел районĕн паллă çыннисен фотогалерейипе паллашма пултарчĕç. Хăнасене вара Тутар Сăкăт, Шăхач, Первомайски ял тăрăхĕсенчи культура ĕçченĕсем тутар, ирçе, чăваш тумĕсемпе, йăли-йĕркипе кĕтсе илчĕç.

 Уява район пуçлăхĕ Николай Тинюков тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов уçрĕç.

 2022 çул юбилейсемпе пуян, вĕсенчен Патăрьелсемшĕн чи пĕлтерĕшли - район пуçланса кайнăранпа 95 çул çитни. Ăна çỹллĕ шайра тата савăнăçлă ирттерсе ярассишĕн мероприятисем йĕркелеме старт пачĕç.

 Раççей халăхĕсен культура эткерĕн тата республикăри Мухтавлă ентешсен çулталăкне пĕрлех район юбилейне халалласа Юхмапа Пăла тăрăхĕн территоринче "Пĕтĕмпех сан ятунта, пирĕн Патăрьел районĕ" уяв марафонĕ старт илчĕ, унта кашни ял тăрăхĕ хутшăнать. Николай Тинюковпа Рудольф Селиванов марафона пуçлакан Шăнкăртам ял тăрăхĕн пуçлăхне Минсур Валитова марафон статуэткине пачĕç.

Савăнăçлă уявра район экономикин тĕрлĕ отраслĕн представителĕ - муниципалитет службин ветеранĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Общество канашăн членĕ, районти Общество канашĕн председателĕ Анатолий Самакин, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Патăрьел районĕн хисеплĕ гражданинĕ Анатолий Шакин, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Патăрьел районĕн чи лайăх спортсменĕ, РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, икĕ хутчен "Патăрьел районĕн хисеплĕ çынни" ята тивĕçнĕ Василий Бородкин, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ, Патăрьелĕнчи тĕп больницăн хирурги уйрăмĕн заведующийĕ Рустем Ахметов, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ Иван Дикин ĕç ветеранĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Рифкать Сафиуллов - сăмах илчĕ.

Мероприятие халăх фольклор, "Евгения, "Биляр", "Арабеск" ташă ушкăнĕсем, "Ăраскал" эстрада, "Непоседы" ача-пăча ансамблĕсем юрă-ташăпа илем кỹчĕç. Кашни номертех патриотлăх, хамăр халăхшăн мăнаçланни, йăла-йĕркене упрама тăрăшни палăрчĕ.

О. ПАВЛОВА

 

Авангард



25 февраля 2022
09:45
Хроника
Поделиться