Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Йытă валли те апат туса кăлараççĕ

Правительствăн агропромышленноç ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссийĕ Патăрьел районĕнчи ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем уй-хир ĕçĕсене епле хатĕрленнине, выльăха мĕнле хĕл каçарнине, производствăна кĕртнĕ çĕнĕ технологисене тишкернĕ.

«Батыревский» обществăра ял хуçалăх техникине, фермăсене, кĕлетсене тĕрĕсленĕ. Петр Ялуков директор предприяти пăхса тăракан спорт залĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Общество ĕçченĕсем пушă вăхăта час-часах кунта ирттереççĕ. Çакăн хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш патшалăх аграри университечĕн ректорĕ Андрей Макушев «Яйпро» обществăна çитнĕ. Кунта куллен 10 пин чăх çăмартинчен 5 пин килограмм пастеризациленĕ меланж хатĕрлеççĕ.

К.Салиховăн хресчен-фермер хуçалăхĕнче кашни талăкра 500 килограмм таран йытă апачĕ туса кăлараççĕ, выльăх ĕрчетеççĕ, тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем акса çитĕнтереççĕ. Пĕлтĕр виçĕ инвестпроект пурнăçланă.

Комисси членĕсем ял хуçалăх потребителĕсен сĕте тата какая тирпейлекен «Эко Продукт» тата «Баракат» кооперативĕсен производствипе те паллашнă, Патăрьелти агропромышленноç техникумĕн студенчĕсемпе тĕл пулнă.

Комиссин иккĕмĕш ушкăнĕ «Красное Знамя» кооперативра тата А.Лялькин хресчен-фермер хуçалăхĕнче выльăха хĕл каçарассине мĕнле йĕркеленипе, «Батырь» кооперативăн тата Р.Муллин предпринимателĕн выльăха пусмалли цехĕсен ĕçĕпе кăсăкланнă.

Патăрьел районĕнчи чĕр чун чирĕсемпе кĕрешекен станцире выльăха пусмалли, какая тирпейлемелли цехсен, Патăрьел, Комсомольски тата Елчĕк районĕсен чĕр чун чирĕсемпе кĕрешекен станцийĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ. ЧР Патшалăх ветеринари службин ертуçи Константин Викторов çĕршыври тата республикăри эпизооти лару-тăрăвĕпе паллаштарнă, чĕр чуна турттарнă чухне амак инфекцине ертсе районсене илсе килесрен асăрханма чĕнсе каланă.

Комисси «Труд» кооперативра, «Корма» тата «Исток» агрофирмăсенче, Е.Мартышкин, Ф.Чабатов, В.Кузнецов, М.Лаврентьева хресчен-фермер хуçалăхĕсенче те пулса кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене тĕпченĕ, вĕсене районăн культурăпа кану центрĕнче пĕтĕмлетнĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

Хыпар



25 февраля 2022
10:11
2022 год
Поделиться