Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чунпа çамрăк вĕсем

 Раççей халăхĕсен культура эткерлĕхĕн çулталăкне тухăçлă ирттерес тĕллевпех кану пỹлĕмне йĕркелерĕç Туçа ялĕнче пурăнакансем. Маларах ял тăрăх администрацийĕ вырнаçнă çуртра вĕсем юсав ĕçĕсене пурнăçласа хăтлăх кĕртрĕç. Паян кунта вĕтти те, аслăраххи те, ватти те канма килме пултарать. Чи харсăррисем - кĕмĕл волонтерсем. Тивĕçлĕ канăва тухнăскерсем вăхăта усăллă ирттерме ỹркенмеççĕ. Календарьпе çыхăннă уявсене те палăртмасăр хăвармаççĕ. Юбилярсене чыслама та манмаççĕ. Вĕсен ячĕпе ăмăртусем те йĕркелеççĕ.

 - Ушкăнпа культурăллă канмалли кану кĕтесĕ çукчĕ пирĕн. Спорт залра та юсав ĕçĕсем вĕçленменччĕ. Хĕллехи каçсем вăрăм. Пĕр-пĕринпе ăçта курнăçмалла? Куç хăрать те алă тăвать. Ял тăрăхĕн администрацийĕ уйăрса панă кĕтесе (икĕ пỹлĕм) сăн кĕртрĕмĕр. Халĕ унта ăшă, çутă, таса...- тет ял старости, кĕмĕл волонтер Антонина Салмина.

Антонина Васильевна шухăшне ырлакансем татах тупăннă. Любовь Сатарова, Лариса Чумерина, Мария Табакова, Валентина Мордвинова, Светлана Шашкина, Оля Телегина тата ыттисем кирек хăш пуçаруран та пăрăнса юлмаççĕ. Маларах вĕсем масар çине кĕрекен çул хĕррине чечек клумбисем лартнăччĕ. Вĕсене çу каçипех шăварса, çумласа тăчĕç.

Аслисенчен çамрăксем юлмаççĕ. Л.Глинкина, А.Кузнецова, В.Бельдекова, С.Алексеева, Л.Каргина тата ыттисем мероприятисене йĕркелеме те харсăр

 – Ватлăх никамшăн та савнăç мар. Анчах эпир чунсемпе çамрăк. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыма тăрăшатпăр. Каçсерен алла йĕлтĕр патаккисене тытса утатпăр. Пĕрин савăнăçĕпе хавхаланатпăр, хуйхи-суйхине çурмалла пайлатпăр. Пире халĕ чун канăçĕ - калаçу кирлĕ. Хамăрпа пĕр шухăшлисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма хавас эпир. Тухса çỹреме юрататпăр. Çынсен лайăх енĕсене вырăнта усă курма тăрăшатпăр. Малашлăх тĕллевĕсем пысăк пирĕн. Коронавирус чирĕ çеç йĕркеллĕ иртсе кайтăр. Унсăрăн мероприятисене йĕркене пăхăнса çеç ирттерме тивет. Туçа енче пултаруллă халăх пурăнать. Музыка ертỹçи пур пирĕн. В. Глинкин баяна тăсса ярсассăн никам та юрламасăр-ташламасăр тăраймасть. Тулли пурнăçпа пурăнма ĕмĕтленетпĕр малашне те,- вĕçлерĕ хăйĕн калаçăвне А.Салмина.

А. КАПИТОНОВА

Авангард



25 февраля 2022
09:54
Поделиться