Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чысласа пуç тайнă кашни палăка

Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин кунӗнче çарпа флот ветеранĕсем  Патӑрьелĕнчи Мухтав монуменчĕ умне чĕрĕ чечексем хунă.

Çавăн пекех мероприятие  район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ районӗсен ҫар комиссарӗ Евгений Семенов, Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен ветеранӗсен районти  Канашĕн председателӗ Сергей Шадиряков хутшӑннă. Рудольф Селиванов асӑннӑ акцие ирттернин пӗлтерӗшĕ пысăккине палӑртнӑ май   ҫамрӑксене ҫарпа патриотла воспитани парас ӗҫе   тата районăн обществăлла пурнăçне хастар хутшăннăшăн ветеран-салтаксене тав туса хăварнă. Сăмах май каласан, çакнашкал акци пур ял тăрăхĕнче те иртнĕ.

Чечексем хунӑ хыҫҫӑн мероприятие пухӑннисем Тӑван çӗршыв хӳтӗлевҫисене асăнса пĕр самант шӑп тӑнӑ. Ҫар ветеранӗсем уява малалла вырӑнти Арбатри  палӑксен умĕнче тăснă.

А. Иванов

Авангард



25 февраля 2022
09:24
Поделиться