Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хире тухма хатĕр

 Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем çурхи ака-суха ĕçне мĕнле хатĕрленсе пынине хак пама района килнĕ правительство комиссийĕн пĕр ушкăнĕ - агрохими службин "Чувашский" центрĕн директорĕ Александр Коршунов, "Чувашхлебопродукт" акционерсен пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Юрий Степанов, Чăваш Республикинчи "Россельхозцентр" ФПБУ филиалĕн ертỹçин çумĕ Ольга Белова, Чăваш Республикинчи "Россельхозцентрăн" районсем хушшинчи уйрăмĕн филиалĕн начальникĕ Олег Глухов, район администрацийĕн экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн специалист-эксперчĕ Светлана Моисеева - Анат Туçари Валерий Кузнецов фермер хуçалăхĕнче, Патăрьелĕнчи "Корма" çĕр ĕç фирми" пĕрлешỹре, М. Лаврентьева фермер хуçалăхĕнче, Нăрваш Шăхалĕнчи "Труд" ял хуçалăх производство кооперативĕнче пулчĕ, тĕш-тырă, пахча çимĕç вăрлăхĕсемпе, ĕççине хутшăнакан техникăпа, çĕр пулăхлăхне, культурăсен тухăçне ỹстерме пулăшакан удобренисене хатĕрленипе, çынсене ĕçпе тивĕçтернипе, хуçалăхсен малашлăх тĕллевĕсемпе паллашрĕ.

Ĕçлĕ çул çỹрев маршручĕ Анат Туçари Валерий Кузнецов фермер хуçалăхĕнчен пуçланчĕ. Юлашки çулсенче асăннă фермер хуçалăхĕ сахал çĕр лаптăкĕнчех пысăк тухăçлă пахча çимĕç культури туса илес тĕлĕшпе ăнăçлă тата кăтартуллă ĕçлесе пырать. Иртнĕ çул вĕсем Патăрьелсен "бренчĕ" шутланакан сухан-севока 50 гектарта çитĕнтернĕ. Пĕлтĕр çанталăк шăрăх та типĕ пулнине пăхмасăрах (шăвармалли установкăпа тухăçлă усă кураççĕ) гектартан 190 центнер тухăç илнĕ. Эпир пынă чухне те кунта хĕрỹ ĕç вĕретчĕ, фермер хуçалăхĕн ĕçченĕсем сухан-севока тасататчĕç. Сăмах май каласан, вĕсем çитĕнтерекен сухан-севок паянхи кун ют çĕршыв таранах саланать.

Иван Петрович Владимиров ертсе пыракан "Корма" çĕр ĕç фирми ака-суха ĕçне вуншар çул хутшăнать. Ку тĕлĕшпе аграрникăн ĕç опычĕ пуян. Çĕр ĕç фирминчи управсенче тĕш тырă, çĕр улми, сухан-севок вăрлăхĕсем çителĕклĕ, лайăх хĕл каçнă. Вĕсем сутлăх та пур. Çĕре апатлантарма удобрение те çителĕклех кỹрсе килнĕ. Хуçалăх çулсеренех техника паркне çĕнетсе пыни те ака-суха, вырма ĕçĕсене кал-кал та вăхăтра пурнăçлама май парать. Иртнĕ çул çеç вĕсем 70 миллион тенкĕлĕх техника туяннă.

Сăкăтри М. Лаврентьева фермер хуçалăхĕ пĕлтĕр 230 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем çитĕнтернĕ. Тухăç районта пысăккисенчен пĕри пулнă.

 Юхмапа Пăла тăрăхне килнĕ правительство комиссийĕн членĕсем "Труд" ял хуçалăх производство кооперативĕнче (ертỹçи- Айрат Закиров) те пулчĕç, хуçалăх çуракине хатĕрленсе пурнăçласа пыракан ĕçсемпе паллашрĕç.

А. Егорова.

Авангард



22 февраля 2022
09:32
2022 год
Поделиться