Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнĕлĕхсем района аталанма пулăшаççĕ

Çанталăк ăшăтнă май ака пирки те шутлама вăхăт. Районта яваплă тапхăра еплерех хатĕрленине тĕрĕслеме ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ертсе пыракан ушкăн февралĕн 16-мĕшĕнче ĕçлĕ çул çỹревпе пулчĕ. Вĕсем тăватта пайланса "Батыревский", "Корма", "Исток", "Труд", "Красное Знамя" ял хуçалăх предприятийĕсене, Е. Мартышкин, Ф. Чабатов, К. Салихов, Л. Кузнецов, М. Лаврентьева фермер хуçалăхĕсене, "Яйпро" пĕрлешĕве, "ЭкоПродукт", "Батыръ" кооперативсене, Р. Муллина индивидуаллă предприниматель патне çитсе курчĕç

. Çурхи кун çулталăк тăрантарать, çакна çĕр ĕçченĕсем яланах асра тытаççĕ, Акана кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерсе ярассишĕн "Батыревский", "Исток", "Корма", "Красное Знамя", "Труд" ял хуçалăх предприятийĕсенче, Е. Мартышкин, М. Лаврентьева, Ф. Чабатов фермер хуçалăхĕсенче сахал мар тăрăшаççĕ. Пуринче те пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсем хатĕр, пысăк пахалăхлисене те туяннă. Минераллă удобренисем те турттарса килме пикеннĕ. Чылайăшĕ "ЧР апат-çимĕç фончĕ" пĕрлешỹренех илет. Унăн директорĕ Александр Богданов Патăрьелсемпе йĕркеленнĕ çыхăну çирĕп пулнине пĕлтерчĕ.

Акара техника тĕлĕшĕнчен йывăрлăхсем пулмасси те куç кĕрет. Иртнĕ çул туяннă техникăшăн 40 процент таран патшалăх субсидиленипе усă курса асăннă хуçалăхсенче пуринче те парка чылай çĕнетнĕ. Тракторсемпе комбайнсене, кăкарса çỹремелли агрегатсене хĕллене валли ГОСТпа килĕшỹллĕн управа лартнă.

- Техника паян йỹнĕ мар, çавăнпа та типтерлĕ тытма тăрăшмалла. Комбайнсен кустăрмисем ан сиенленччĕр тесен вĕсене ятарлă пукансем çине вырнаçтармалла. Кăкарса çỹремелли агрегатсем те тăрăллă управра тăрсан аван, - терĕ Чăваш Республикинчи хăй тĕллĕн çỹрекен тата ытти техникăна тĕрĕслекен патшалăх инспекцийĕн начальникĕ, виççĕмĕш ушкăн ертỹçи Владимир Димитриев.

Çĕнĕ Ахпỹртри Евгений Мартышкин фермер хуçалăхĕнче комбайнсемпе хĕлле усă курман "хурçă утсене" управа вырнаçтарнă, кăкарса çỹремелли хатĕрсене вара хĕвел, юр, çумăр ан лектĕр тесе витсе хунă. Евгений Михайлович малашне вĕсене те тăрă айне лартасшăн. Фарид Чабатов вара ку ыйтăва татнă та ĕнтĕ.

 Техника хăрушсăрлăхĕ те яланах тĕп вырăнта тăрать. "Исток" çĕр ĕç фирминче ку енчен питĕ çирĕп. Механизаторсемпе водительсем çула тухас умĕн медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухаççĕ. Ĕçлекенсен канмалли пỹлĕм те пур.

 Яваплă тапхăра валли техникăна та хуçалăхсенче юсаса пĕтернĕпе пĕрех. Гаражсем ăшă пулни механизаторсен ĕçне чылай çăмăллатать.  Сăмах май, пур çĕрте те трактористсем "хурçă утсене" хăйсемех тирпейлесе тăраççĕ.

 Патăрьелсем яланах пурнăçпа тан утма тăрăшнипе палăрса тăраççĕ. Район территорийĕнче çăмартана пастерилизацилесе кондитер изделийĕсем хатĕрленĕ çĕрте усă курмалли меланж тăваççĕ. Продукцие республикăра кăна мар, унăн тулашĕнче те хапăлласах туянаççĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов 13 çын ĕçлекен предприятипе паллашнă хыççăн пĕрлешĕвĕн малашлăхĕ пысăккине каларĕ.

К. Салихов фермер çĕрпе ĕçленисĕр, лашасемпе сурăхсем усранисĕр пуçне çĕнĕ производство йĕркеленĕ: выльăх ăш-чиккинчен йытăсемпе кушаксем валли апат хатĕрлеме пуçăннă. Ытти улшăнусем те нумай: техника туяннă, йĕтеме, лаша витине реконструкциленĕ.

Аш-какая тата сĕте тирпейлекен "ЭкоПродукт" (ертỹçи -Ильмир Халитов) тата "Баракат" (ертỹçи -Дамир Земдиханов) кооперативсен ĕç-хĕлĕпе правительство комиссине паллашма кăсăклă пулчĕ.

Ĕçлĕ çул çỹреве хутшăнакансем "Красное Знамя" ЯХПКна тата Тăрăнти Анатолий Лялькин фермер хуçалăхне те çитсе курчĕç. Вĕсем фермăсене кĕчĕç, выльăхсем еплерех хĕл каçнипе, апат пахалăхĕпе интересленчĕç. Унтан Пикшик тата Шăнкăртам ял тăрăхĕсенчи выльăх пусса тирпейлекен "Батыръ" кооперативра, Рамиля Муллина индивидуаллă предприниматель патĕнче пулчĕç.

Çак кунах выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцинче Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк, Шăмăршă районĕсенчи ветеринари службин начальникĕсемпе, выльăх пусмалли, аш-какайпа сĕте тирпейлекен цехсен начальникĕсемпе, представителĕсемпе патшалăх ветеринари службин ертỹçи Константин Викторов ящур, сыснасен африка чуми, кайăксен грипĕ пирки чарăнса тăчĕ, инфекци чирĕсенчен пурте пĕрле сыхланмалли, профилактика, халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсене тивĕçлĕ шайра ирттермеллине каларĕ. Правительство комиссийĕ

Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта ăс пухакансемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулу йĕркелерĕ. Ял хуçалăхĕнче кадрсем кирли пирки сăмах хускатрĕç, ыйтусем çине хуравларĕç. Пĕлĕвĕ тата тарăнлатма Чăваш патшалăх аграри университетĕнче май пуррине, зоотехниксемпе ветеринарсем, агрономсемпе инженерсем яланах кирлине палăртса хăварчĕç.

Пĕтĕмлетỹ Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче пулчĕ. Правительство комиссийĕн членĕсем пĕтĕмĕшле илсен районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем акана тухма хатĕрленсе çитнине, яваплăха туйса ĕçленине, ĕне-выльăх тивĕçлĕ условисенче хĕл каçнине палăртрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов кăçалхи ĕç планĕпе кĕскен паллаштарчĕ.

Çурхи ĕçсене 22290 гектарта пурнăçламалла. Усă куракан лаптăкăн 50 процент ытларахĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем йышăнмалла.

Кĕрхи культурăсене 3845 гектар никĕсе хывнă. Сăнавсем вĕсем лайăх хĕл каçнине кăтартаççĕ.

"Россельхозцентр" учрежденин районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи филиалĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, 3440 тонна вăрлăх тĕрĕсленĕ. Унтан 75 проценчĕ кондициллĕ. Ытти (25 проценчĕ) тасалăхпа кондицие ларайман. 23 звено вăрлăха алласа тасатассипе тăрăшать.

Çур аки валли дизтопливо 218 тонна (кирлинчен 37 процент), бензин 67 тонна (40 процент) пур.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов район кăтартăвĕсене республикăн вăтам кăтартăвĕсемпе танлаштарчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен Юхмапа Пăла тăрăхĕ аван ĕçлени палăрать, анчах çитменлĕхсем те çук мар. Ял хуçалăхĕнчи вăтам шалу регионтинчен пĕчĕкрех, удобренипе те сахалтарах усă кураççĕ тата ытти те. 2020 çулта аш-какай туса илесси 2019 çултипе танлаштарсан, çав шайрах юлнă. Сăвăм ỹсни савăнтарать. Тыр-пул тухăçĕ вара чакнă, ку типĕте шăрăх çанталăкпа çыхăннă.

Сергей Геннадьевич ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене, кооперативсене аталанма патшалăх паракан пулăшу пирки те тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. "Перспектива", "Агростартап" тата ытти программăсем оборудованисем туянма, выльăх шутне пысăклатма, çĕнĕ объектсем тума май параççĕ. Кăçалтан тата уйрăм хуçалăхпа пурăнакансене те тĕрев пама пикенеççĕ, кăна валли çынсен хăйсем хушма хуçалăхра ĕçленине çирĕплетсе налук органĕнче регистрациленмелле. Çакăн хыççăн удобрени, паха вăрлăх, ĕне-выльăх... туяннăшăн тивĕçлĕ документсем пулсан субсиди илме май пур

. - Район çурхи ĕçсене ирттерсе яма хатĕрри савăнтарать. Хальхи вăхăтри производство базисем хута кайни тивĕçлĕ шалупа çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме пулăшать, шăпах çакă та ĕнтĕ власть органĕн тĕп тĕллевĕ. Ял хуçалăх производствинче çĕнĕрен те çĕнĕ енсене алла илни, объектсем уçăлни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хуçалăхсенче çемьесемпе ĕçлеме пуçларĕç, аслисем кĕçĕннисене хăйсен вырăнне хăвараççĕ. Апла пулсан район аталать, ялсен малашлăхĕ пур... - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов канашлăва пĕтĕмлетнĕ май.

О. Павлова

Авангард



22 февраля 2022
09:31
2022 год
Поделиться