Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Малашлăх тĕллевĕсем уçăмлă

Районти тĕп больницăра медицина организацийĕсен 2021 çулхи ĕçне пĕтĕмлетрĕç, малашлăх ĕçлемелли тĕллевсене палăртрĕç. Канашлăва республикăри министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова хутшăнчĕ.

Район больницин тĕп врачĕ Николай Тинюков çулталăка пĕтĕмлетсе доклад турĕ. Унта демографи лару-тăрăвĕ, районти чир-чĕр, кадрсем пирки чарăнса тăчĕ, финанспа хуçалăх ĕçĕ-хĕлне тишкерчĕ.

"Районти сиплевпе профилактика учрежденийĕсенче 86 врач, вăтам звенори 245 специалист ĕçлет. Пуçламăш звенора врачсем çителĕклĕ",- палăртрĕ Николай Тинюков.

"Сывлăх сыхлавĕн пуçламăш звенине модернизацилес" регионти проектпа килĕшỹллĕн пĕлтĕр районти муниципалитет территорийĕнче Шăнкăртам ялĕнче врач амбулаторийĕ, модульлĕ 5 ФАП тунă, Хирти Пикшикри тата Кзыл Чишмари врач амбулаторийĕсене тĕпрен юсанă. Кăçал Сăкăтра врач амбулаторийĕтăвассине вĕçлеме палăртнă. Первомайскинчи врач амбулаторине, Тикешри фельдшерпа акушер пунктне тата тĕп больница поликлиникине тĕпрен юсамалла.

"Çавăн пекех кăçал ку чухнехи медицина оборудованийĕсем - цифрлă мамограф, компьютерлă томограф, рентген аппарачĕ, ортопедиллĕ операци сĕтелĕ илмелле",- тесе палăртрĕ Николай Тинюков.

Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май Владимир Степанов республикăри сывлăх сыхлавĕн иртнĕ çулхи ĕçĕсемпе паллаштарчĕ, медицина ĕçченĕсен умĕнче тăракан кăçалхи тĕллевĕсене палăртрĕ, шурă халатлисене вĕсене пурнăçламашкăн çирĕп сывлăх сунчĕ.

 А. Иванова.

Аавнгард



22 февраля 2022
09:29
Публикации
Поделиться