Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чĕререн тухмасть Афганистан

Районти тĕп библиотека çумĕнчи "Ровесник" клубра Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта 8 г класра вĕренекенсемпе (ертỹçи Э.Сейфуллина) Афганистанран çарсене илсе тухнă куна халалласа (унтанпа 33 çул çитрĕ) "Афганистан - ĕмĕрхи суран" паттăрлăх сехечĕ иртрĕ. Çитĕнекен ăрупа тĕл пулма Пăлапуç Пашьелĕнчи Сергей Кузьмичев, Первомайскинчи Петр Павлов, Патăрьелĕнчи Сергей Раськин, Анат Чакăри Николай Филиппов килнĕ. Вĕсем çар тивĕçне çĕршыв тулашĕнчи сăртлă-туллă Афганистанра пурнăçланă.

Мероприятие пай заведующийĕ Наталия Ракова уçрĕ. Вăл ачасене 1979 çулта совет çарне Афганистана мĕншĕн кĕртнине, салтаксем интернационалла тивĕçе мĕнле пурнăçланине каласа пачĕ. Районти воин-афганецсем çинчен хатĕрленĕ "Пирĕн аса илỹ тата ырату" электронлă презентаципе паллаштарчĕ. Выставкăна тишкерчĕ.

9 çул та 1 уйăх, 18 кун... Шăпах çакăн чухлĕ тăсăлчĕ афган вăрçи. Унта хутшăннисене асра тытатпăр. Ют çĕрти хаяр çапăçу пирĕн халăха мĕн чухлĕ хуйхă, нуша, терт кăтартрĕ. Совет салтакĕсем унта та çынлăхпа, паттăрлăхпа, чăтăмлăхпа, ыр кăмăллăхпа палăрчĕç. Вăрçă никама та тимсĕр хăвармарĕ. Афганистан çамрăксен чĕринче юн тапса тăракан суран евĕр юлчĕ. Унта пуç хунă юлташĕсем асран тухмаççех. Вĕсене хисеплесе пĕр минут шăп тăчĕç. Вĕсемпе юнашар çапăçнă каччăсем юлашки сыпкăм шывне те пĕрле пайланă-çке.

Çитĕнекен ăру тĕл пулăва килнисен калаçăвне тимлĕн итлерĕ. Хăйсен çарти паттăрлăхне ĕнерхи салтаксем сăпайлăн аса илчĕç. Афганистанра пулнă кашни салтак чăн-чăн паттăр. Вĕренекенсем вĕсене ыйтусем пачĕç, тулли хуравсене илчĕç. Аслисем кĕçĕннисене тăрăшса вĕренме, спортпа туслă пулма сĕнчĕç.

 А. Иванова

Авангард



22 февраля 2022
09:33
2022 год
Поделиться