Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çуркунне çывхарать, акана хатĕрленме хушать

 Районта февралĕн 16-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ертсе пыракан ушкăн ĕçлĕ çул çỹревпе пулчĕ.

 Вĕсем тăватă пая пайланса "Батыревский", "Корма", "Исток", "Труд", "Красное Знамя" ял хуçалăх предприятийĕсене, Е. Мартышкин, Ф. Чабатов, К. Салихов, Л. Кузнецов, М. Лаврентьева фермер хуçалăхĕсене, "Яйпро" пĕрлешĕве, "ЭкоПродукт", "Батыръ" кооперативсене, Р. Муллина индивидуаллă предприниматель патне çитсе курчĕç, вăрлăх хатĕрлессипе, техникăна хĕлле еплерех упранипе, ĕне-выльăх фермисемпе тата кооперативсен ĕç-хĕлĕпе туллин паллашрĕç .

Пĕтĕмлетỹ Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче пулчĕ. Ĕçлĕ ушкăнăн çул çỹревĕпе тĕплĕнрех çитес номерте паллаштарăпăр.

 О. ПАВЛОВА

Авангард



18 февраля 2022
09:25
Поделиться