Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çурхи шыв-шур никама та инкек ан кăтарттăр

 Патăрьелĕнчи бизнес-инкубатор залĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пынипе ял тăрăх пуçлăхĕсен канашлăвĕ иртнĕ. Унта автомобиль çулĕсене, контейнер площадкисене пăхса тăрас ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-строительство тата обществăлла инфратытăм аталану пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов тухса каланă.

Умра - çурхи шыв-шур тапхăрĕ. Канашлура район администрацийĕн ятарлă программăсен пай начальникĕ Григорий Каллин халĕ пурнăçламалли, инкек-синкекпе çыхăннă хăрушлăха сирсе ямалли ĕçсене палăртнă. Ытти çулсенче пирĕн районти 9 яла (Патăрьелĕнчи Крепков, Канаш, Яковлев урамĕсем, Кивĕ Ахпỹртри Луговая, Наречная урамсем, Кĕçĕн Арапуç, Тăрăн, Анат Туçа, Вăтаел, Тутар Тимеш ялĕсем, "Анат Туçа - Тутар Тимеш" тата "Туçа - Вăтаел" çулсем, Первомайскинчи Чапаев, Тикешри Первомайская урамсем) çуркуннехи ейỹ сарăлса хур кăтартнине шута илсен кăçал та сыхă тăмалла. Мĕн пурĕ шыв илес хăрушлăхра 109 хуçалăх, 241 çын.

Канашлурах районти архив заведующийĕ Татьяна Казначей 2021 çулхи ĕç итогĕпе, 2022 çулхи тĕллевсемпе паллаштарнă. Кунтах вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçне çутатакан официаллă сайтсене пĕтĕмлетнĕ. Иртнĕ çулхи кăтартупа Аслă Чемен ял тăрăхĕ пĕрремĕш, Алманчăсем иккĕмĕш, Патăрьелсем виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

(Хамăр корр.)

Авангард



18 февраля 2022
09:24
Поделиться