Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Регионти олимпиадăра çĕнтерчĕç

Республикăри вĕрентỹ министерстви тытăмĕнчи пултаруллă ачасемпе çамрăксен "Эткер" центрĕнче шкулсенче вĕренекенсен физкультурăпа регион шайĕнчи олимпиади иртрĕ. Унта 80 ытла каччăпа хĕр хутшăнчĕ. Пирĕн район чысне вара Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, иккĕмĕш, Аслă Чементи, Первомайскинчи вăтам шкулсенче вĕренекенсем хỹтĕлерĕç. Вĕсенчен 4-шĕ призерсен йышне кĕчĕç. Вăл шутра - Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Вика Иванова (вĕрентекенĕ Ю.Васюткин), Аслă Чементи вăтам шкулти Екатерина Ежовăпа Андрей Тарасов (вĕрентекенĕ П.Макаров), Первомайскинчи вăтам шкулти Раиса Чернова (вĕрентекенĕ В.Матюшкин).

- Ытти регионсенчи тупăшусем мĕнле иртнине кĕтетпĕр. Çакăн хыççăн хăш балпа Раççей шайĕнчи олимпиадăна хутшăнма май пулни палăрать. Р.Чернова унта явăçасса шансах тăрас килет,- тет чылай çул умлă-хыçлах çакнашкал олимпиадăра палăрнă ачасене хатĕрлекен Первомайскинчи вăтам шкул учителĕ Владимир Матюшкин.

Аавнгард



18 февраля 2022
09:26
Хроника
Поделиться